Чăваш наци радиовĕ “Пĕр юрă кун-çулĕ” рубрикăпа эфира кăларнă передачăра пирĕн ентеш — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ И. Степанов композитор В. Пехил сăввипе çырнă “Шăнкăрав курăкĕ” юрă тавра сăмах пычĕ. Екатерина Семенова радиожурналист çавăн пекех Илья Романовичăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен те каласа пачĕ. Сăмах май, вăл январĕн 23-мĕшĕнче 75 çул тултарнă. Юрăсем кĕвĕлеме Мăн Шетмĕ шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕреннĕ чухнех тытăннă, пĕрремĕшĕсем — “Ирсерен кураттăм”, “Сана курсан” ятлисем. Унтанпа 2 пин ытла юрă кĕвĕленĕ, паллăраххисен шутĕнче — “Шăнкăрав курăкĕ” те. 1970-мĕш çулсенче кĕвĕленĕскере пуçласа Яманак ялĕнче çуралнă Валентина Матвеева шăрантарнă. Халĕ ку юрă Лариса Васильева, Алексей Шадриков, Альбина Сарри, Красноармейски тăрăхĕнчи “
...
Малалла вула