Эрнекун, 20.12.2024, 17:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2016 » Нарăс » 19 » Çемен Эреш сăввисен пĕрремĕш пуххи
Çемен Эреш сăввисен пĕрремĕш пуххи
22:53
Сăн ÿкерчĕк

Кăмакал ялĕнче çуралнă, Чăваш ялхуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти А. Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ колхозра, унтан хамăр районти “Нива” совхозра агрономра, тăван ялти хуçалăх ертỹçинче, яваплă ытти ĕçре вăй хунă, халĕ Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче кун кунлакан Н. С. Семенов (литература псевдонимĕ — Çемен Эреш) çак кунсенче вулакансем патне хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине çитерчĕ. Николай Семеновича чылайранпа паллатăп-пĕлетĕп. Вăл тăван ялти хуçалăхра ĕçленĕ çулсенченех. Журналист ĕçĕпе Семеновсен килĕнче те пулса курнă. Хăй те, мăшăрĕ — тивĕçлĕ канăва тухичченех çамрăк ăрăва математика предметне юратма хăнăхтарнă Зоя Петровна та кирек епле çынпа — паллаканпа та, палламаннипе те — сăпайлă та ăшă кăмăллăн сăмахлаççĕ. Чăвашлăх туйăмĕ ăшпиллĕн тапса тăрать мар-и вĕсенче? Чăннипех те çаплах-тăр. Н. Семенова (Çемен Эреше) çамрăк автор тееймĕн: вăл тантăшĕсен — Юрий Сементерпе Николай Янгер тата Николай Карай пултарулăхĕпе хавхаланса — иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех сăвăсем хайлама пуçăннă. Акă, асăннă кĕнекене комсомол путевкипе пĕтĕм класĕпе Çурçĕре, Сыктывкар хулине, чукун çул хывма тухса кайсан хайланă “Халь те аллăмрах, ак, кĕнекеçĕм” тата “Ман çине кулса пăхса тăратăн” сăвăсене те кĕртнĕ. Чечняри вăрçа сивлесе 1995 çулхи кăрлач уйăхĕнче çырнă “Паян Чечня çĕрĕ çинче” сăвви, сăмахран, вăрçă вилĕм çеç илсе килнине сăнлать. Ытти 25 сăвви вара 2011—2015 çулсенче шăрçаланисем (вĕсенчен чылайăшĕ маларах районти “Ял пурнăçĕ” хаçат страницисенче те пичетленнĕ). Паллăраххисем — “Агроном”, “Хурал пỹрчĕ”, “Чăваш чĕлхи”, “Мăн çухату”, “Тавах сана, вĕрентекен”, “Салам сăмахĕ” тата ыттисем те. Кирек ăçта пурăнас-тăвас пулсан та, хăв çуралнă ял пуринчен те хаклăрах. Унтах чун-чĕре туртать. Акă еплерех сăнлать юратнă тăрăха Николай Семенович “Савнă ялăм, Кăмакал” сăввинче: “...Чупрăм-тухрăм кăмăл тулчĕ — Çĕнелсе сăн илнĕ ял. Пуçне тайрĕ те йăл кулчĕ Савнă ялăм Кăмакал...” Мухтавлă та ят-сумлă ентешне — Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне Виталий Петрова асăнса Çемен Эреш “Юрлать Виталий Петров” сăвă хайланă. Темиçе йĕркине илсе кăтартассăм килет: “...Юрлать Петров! Кĕрлет Культура çурчĕ Паян Виталий “Утмăл тултарать”. Ан тив, çакна кĕвĕç чунсем те курччăр — Унпа пĕрле паян тĕнче юрлать...” Вăйлă каланă вĕт! Çапла мар-и? Е тата: “Каллех путап ачалăха... Анне арки çинче сикетĕп... Хирĕç тухса хам ватлăха Ачалăха ал султăм эпĕ”. Çак йĕркесем “Ачалăха ал султăм эпĕ” хайлавран. Çав тери ытарлă каланă вĕт. Çапла çирĕплетме поэзине чун-чĕрепе парăннисем çеç пултараççĕ. Ыттисемпе пĕрлех, авă, Çемен Эреш те пултарнă. Маттур! Кĕнекене пĕтĕмпе 28 сăвă кĕнĕ. Кашнин — хăйĕн шăпи. Пĕр сум кăна пĕрлештерсе тăрать вĕсене — чăвашлăха, тăван вырăнсене юратни-хисеплени. Поэзи пахчине çăмăллăн та, йывăррăн та кĕме пулать. Николай Семенов (Çемен Эреш), ман шутпа, сăвă лаççине чун-чĕрери мĕнпур ырăлăха илсе кĕнĕ, кĕрет те. Акă мĕншĕн ĕнтĕ Чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер кĕнекен “Сăмах кĕтречĕ” умсăмахне çапларах сăмахсемпе вĕçлет: “...Ĕмĕрлĕх шухăш çавăрса калама пултарсан — ятна чаплă хут çине ылтăнпа пичетлеççĕ. Вăл шаях тивĕçеймесен те нимех те мар. Çуралса ỹснĕ тăрăхра эпир темĕнле çĕнĕ шухăш, çĕнĕ сăмах калас туртăмпа пурăннине пĕлсе юлаççĕ. Çавă паха”. Кун çумне мĕнех-ха, тĕрĕссипе, хушса калăн. 52 страницăран тăракан сăвăсен ку кĕнекине (вăл “Кĕр мăнтăрĕ” ятлă) 300 экземпляр тиражпа “Çĕрпỹри издательство çурчĕ” автономи учрежденийĕнче пичетленĕ. Тĕп редакторĕ — Ю. Сементер, редакторĕ — Ю. Борисов. Çак кĕнеке сирĕн алла лекес-тăвас пулсан, унти сăвăсене ятарласах вуласа тухăр. Унсăрăн ентеш-поэт пултарулăхне ниепле те хак параймăр. Ку вара унăн вун-вун çулхи ĕçне хисеплеменни пулĕччĕ. Эпĕ вара аслă тус-юлташăма — Николай Семенов (Çемен Эреш) поэта пĕрремĕш кĕнеки “Кĕр мăнтăрĕ” ятпа пичетрен тухнă май пур кăмăлтан саламлатăп, сăвă лаççин каçалăкне малашне пĕр тикĕссĕн “вырса пыма” ырлăх-сывлăхпа ăнтăлу, пархатарпа вăй-хăват тата тулли ăраскал сунатăп. Сирĕнтен çĕнĕ ĕçсем кĕтетпĕр эпир, Николай Семенович!

В. Данилов

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 428 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
29

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz