Чӑваш чĕлхи таса ҫӑл куҫĕ
Тапса тӑмасть шарлаттарса.
Тӗнчен пуҫламӑшӗ ҫук. Вӗҫӗ
Пурах таҫти хӑяматра.
Ҫӳлти хуҫан пӗр шелсӗр хӗҫӗ
Хуҫаланан шывпа вутра.
Чӑваш чӗлхи — чӑваш тӗнчи(йӗ)
Кашни чӑваш — вӑл хӑй тӗнче.
Ют йыш тивертнӗ вут пуҫҫийӗ
Ҫунмасть чӑваш вучахӗнче.
Паян тӗнче пичечӗ Анӑҫ —
Халӑхӑмӑн малашлӑх ҫук.
Ҫӳлти Атте! Парсамччӗ шанӑҫ —
Халӑхӑм(ӑр)а унсӑр ҫул ҫук.
Вырӑсланать хула чӑвашӗ,
Пиншер чӑваш тухать ютта.
Ертӳҫӗ ҫук! Ватти те яшӗ,
Кашни хӑй ҫулӗпе утать.
Ҫапла чухӑнланать ӑс-пурлӑх,
Куллен йӑшать чӑваш ани.
Ан сик, чӑваш, хӑвӑн пуҫ урлӑ:
Чӑвашлӑх вӑл — Турӑ пани.
Хам чӗлхемпех эп калаҫасшӑн
Хамӑн тӑван халӑхӑмпа.
Ҫӳп татки мар эп, Ҫын пуласшӑн
Ҫак тӗнчере чӑваш
...
Малалла вула