Тунтикун, 02.12.2024, 16:29
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2014 » Ака » 25 » Паян - Чăваш чĕлхи кунĕ: ЧӐВАШ ЧӖЛХИ -ЧӐВАШ ТĔНЧИ
Паян - Чăваш чĕлхи кунĕ: ЧӐВАШ ЧӖЛХИ -ЧӐВАШ ТĔНЧИ
23:22
Сăн ÿкерчĕк

Чӑваш чĕлхи таса ҫӑл куҫĕ

Тапса тӑмасть шарлаттарса.

Тӗнчен пуҫламӑшӗ ҫук. Вӗҫӗ

Пурах таҫти хӑяматра.

Ҫӳлти хуҫан пӗр шелсӗр хӗҫӗ

Хуҫаланан шывпа вутра.

Чӑваш чӗлхи — чӑваш тӗнчи(йӗ)

Кашни чӑваш — вӑл хӑй тӗнче.

Ют йыш тивертнӗ вут пуҫҫийӗ

Ҫунмасть чӑваш вучахӗнче.

Паян тӗнче пичечӗ Анӑҫ —

Халӑхӑмӑн малашлӑх ҫук.

Ҫӳлти Атте! Парсамччӗ шанӑҫ —

Халӑхӑм(ӑр)а унсӑр ҫул ҫук.

Вырӑсланать хула чӑвашӗ,

Пиншер чӑваш тухать ютта.

Ертӳҫӗ ҫук! Ватти те яшӗ,

Кашни хӑй ҫулӗпе утать.

Ҫапла чухӑнланать ӑс-пурлӑх,

Куллен йӑшать чӑваш ани.

Ан сик, чӑваш, хӑвӑн пуҫ урлӑ:

Чӑвашлӑх вӑл — Турӑ пани.

Хам чӗлхемпех эп калаҫасшӑн

Хамӑн тӑван халӑхӑмпа.

Ҫӳп татки мар эп, Ҫын пуласшӑн

Ҫак тӗнчере чӑваш ятпа.

Ку тӗнчере хӑна кӑна эп,

Чун канӑҫне шырап ӗҫре.

Ӗҫле, ӗҫле текех йӳтетӗп —

Тур канлӗх пар леш тӗнчере.

Шӑпам ҫитсен хама пӳрнийӗ

Чунӑм тухсассӑн ӑшӑмран,

Тăпрам ҫинче чӑваш ҫынни(йӗ)

Вулатӑр кӗвӗ чӑвашла.

Эй, халӑхӑм, йӑхташӑм, пӗлччӗ:

Чӗлхе — вӑл иксӗлми тупра.

Чӗлхемӗре пӗтме ан парччӗ.

Чӗлхеҫӗм, халӑхна упра!

Халӑхӑма, тӑван чӗлхеҫӗм,

Илемупе имле, сыват.

Вут кайӑклӑн вӗҫсе, чӗкеҫӗм,

Хӗлхемӳпе ҫулне ҫутат.

Хӗвел тӗнчи — вӑл Анӑҫ-Тухӑҫ.

Тӗнчен варри, хӗрри те ҫук.

Тӗнче тӗревӗ — тӑнӑҫ пурнӑҫ.

Тӗнче элемӗ — ҫураҫу.

 

ÇЕМЕН ЭРЕШ

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 1207 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/3 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz