ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмне йĕркелени Трак тăрăхĕнче пурăнакан çыннăмăрсене чăвашлăха туйса тăма, çепĕç те илемлĕ чĕлхепе уççăн калаçма, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене тытса пыма, ĕмĕртен пыракан халăх юррисене асра тытма, чăваш çыннин ырă енĕсене (ĕçченлĕхне, ăсталăхне, тараватлăхне, сăпайлăхне, пултарулăхне, тăрăшулăхне) малалла та аталантарса пыма, çамрăксене халаллама хистет, хамăрăн çĕр çинчи тивĕçе туйса тăма пулăшать, яваплăха ÿстерет, курăмлă ĕçсем тума хавхалантарать. Çакна тĕпе хурса асăннă уйрăмăн черетлĕ ларăвне ирттертĕмĕр, çулталăк хушшинче тумалли ĕçсене, тĕллевсене палăртрăмăр. Уйрăм правленийĕн пайташĕсем чи малтан ЧНКан 2014 çулхи ĕç планне тишкерчĕç, ун хыççăн хамăр уйрăмăн ĕç планĕпе паллашрĕç, ăна, пĕр саслă пулса, çирĕплетсе хăварчĕç. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Шестаков та хутшăнчĕ, ырă сĕнÿ-канаш пачĕ.
Çитес вăхăтра тумалли тĕп ĕçсен
...
Малалла вула