Çак ятпа Пăрачкаври ӳкерчĕк галерейинче Чăваш ӳнер музейĕн филиалĕн — Хальхи вăхăтри ӳнерĕн центрĕ куçса çӳрекен куравĕн хăтлавĕ иртнĕ.
Курава уçнă май художник пултарулăхĕ çинчен фильм кăтартнă. Пултарулăх çыннипе маларах асăннă центр заведующийĕ Владимир Бамбурин та паллаштарнă. Сăмах май, Владимир Бамбурин — художник, график, йывăç касакан ăста. Вăл Элли Юрьев геральдист пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Аса илтеретпĕр, Элли Михайлович — Чăваш Республикин Патшалăх гербĕн тата Патшалăх ялавĕн авторĕ, литературăпа ӳнер енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри геральдика обществин член-корреспонденчĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ çынни.
Юрьева живопись, тĕрлĕ графика, геральдика, эмблема, вексилиографи, шрифт, орнамент тата медаль ӳнерĕсен, фотографика енĕпе пултаруллине палăртаççĕ.
Куравпа чи малтанах Пăрачкаври вăтам шкулта вĕренекенсем паллашнă.
Çăлкуç: http://chuvash.org/news/5443.html
Çыпăçтарнисем: |