Çу кунĕсенче Алманчри вăтам шкулта паллă ентешĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçин К. В. Владимировăн ĕçĕсен куравĕ ĕçлерĕ. Унпа вун-вун çын паллашса ĕлкĕрчĕ, Клементий Владимиров тăратнă 12 ĕçе тивĕçлипе хаклама пултарчĕ.
К. В. Владимиров 1940 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Нимĕчкасси ялĕнче çĕр çине килнĕ. Ашшĕ — Владимир Павлович Павлов — лесникре ĕçленĕ, илемлĕ сад чĕртнĕ, вĕллесем тытнă. Ял çыннисем хисеплесе ăна "Улати" тесе чĕннĕ, ун ятне çывăхри çырмапа кÿлле панă. Амăшĕ — Мария Емельяновна Емельянова, 1897 çулта Аслă Чуллă ялĕнче çуралнăскер, ял хуçалăх ĕçĕнче тар тăкнă. Клементий çемьере 10-мĕш ача пулнă. Ачалăхĕ вăрçăпа ун хыççăнхи çулсене килнĕрен унăн та пĕчĕклех ака-суха ĕçĕсене кÿлĕнме тивнĕ, тыр-пул та пухса кĕртнĕ. Вăл пĕчĕклех пиччĕшĕ ÿкернине сăнама юратнă. Хут таврашĕ пулман, çавăнпах кĕнекесен таса страницисем çине ÿкернĕ, чернилне вара юман йĕкелĕпе хăрăмран тунă.
Шкул çулне çитсен хавхалануллă çамрăк Нимĕчкассинчи пуçламăш, Супарти
...
Малалла вула