Çу кунĕсенче Алманчри вăтам шкулта паллă ентешĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçин К. В. Владимировăн ĕçĕсен куравĕ ĕçлерĕ. Унпа вун-вун çын паллашса ĕлкĕрчĕ, Клементий Владимиров тăратнă 12 ĕçе тивĕçлипе хаклама пултарчĕ. К. В. Владимиров 1940 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Нимĕчкасси ялĕнче çĕр çине килнĕ. Ашшĕ — Владимир Павлович Павлов — лесникре ĕçленĕ, илемлĕ сад чĕртнĕ, вĕллесем тытнă. Ял çыннисем хисеплесе ăна "Улати" тесе чĕннĕ, ун ятне çывăхри çырмапа кÿлле панă. Амăшĕ — Мария Емельяновна Емельянова, 1897 çулта Аслă Чуллă ялĕнче çуралнăскер, ял хуçалăх ĕçĕнче тар тăкнă. Клементий çемьере 10-мĕш ача пулнă. Ачалăхĕ вăрçăпа ун хыççăнхи çулсене килнĕрен унăн та пĕчĕклех ака-суха ĕçĕсене кÿлĕнме тивнĕ, тыр-пул та пухса кĕртнĕ. Вăл пĕчĕклех пиччĕшĕ ÿкернине сăнама юратнă. Хут таврашĕ пулман, çавăнпах кĕнекесен таса страницисем çине ÿкернĕ, чернилне вара юман йĕкелĕпе хăрăмран тунă. Шкул çулне çитсен хавхалануллă çамрăк Нимĕчкассинчи пуçламăш, Супарти 7 çул вĕренмелли тата Çĕрпÿ районĕнчи Метикассинчи шкулсенче пĕлÿ пухнă. 1959 çулта К. Владимиров Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ профтехучилишĕне кайса кĕнĕ, "столяр-платник" специальноçа алла илнĕ. Унтан пĕр вăхăт направленипе Удмурт АССРĕнчи Сарапулти вăрман комбинатĕнче вăй хунă. 1961—1965 çулсенче Нимĕчкасси каччи Лăпкă океан флотĕнче хĕсметре тăрать, шыв айĕн ишекен кимĕ çинче гидроакустик пулать. Ытахальтен мар-тăр Клементий Владимирович кăкăрне "Раççей шыв ай флотне 100 çул" юбилей медалĕ те илем кÿрет. Çартан таврăнсан вăл Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетне вĕренме кĕрет, ятлă-сумлă Н. В. Овчинников, М. А. Алексеев, Е. П. Старостин ÿнерçĕсем патĕнче пĕлĕвне тарăнлатать. Аслă пĕлÿ илнĕскер 1970 çулта Супарти 7 çул вĕренмелли шкул ачисене вĕрентме тытăнать. Тепĕр 2 çултан К. В. Владимирова тăван факультета ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Вăл вара пуçĕпех илемлĕх тĕнчине путать: куллен этюдсем тăвать, тĕрлĕ шайри куравсене хутшăнать. 1974 çулта Шупашкарта хăйĕн ĕçĕсен куравне йĕркелесе ирттерет. 1979 çултанпа Клементий Владимирович — Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ илемлĕх шкулĕн преподавателĕ. 1985 çулта ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçи" хисеплĕ ят параççĕ. Клементий Владимировичпа черетлĕ хут районти педагогсен кăçалхи августри конференцийĕнче курнăçрăм. Шăкăл-шăкăл калаçрăмăр, вăл малашлăх тĕллевĕсем татах та пысăккине пĕлтерчĕ. "Манăн ÿкерчĕксенчи тĕп сăнар — чăваш хĕрарăмĕ", — палăртрĕ ÿнерçĕ. 2 пине яхăн ĕç-мĕн унăн. Ытларахăшĕнче чăн та чăваш хĕрарăмĕн, ача амăшĕн çутă сăнарне сăрăсем пулăшнипе кăтартса панă пирĕн ентеш. "1990 çулта тăван ялта çурт лартрăм. Ытларах кунта пулма тăрăшатăп. Нимĕчкасси сывлăшĕ, атте-анне тăрăхĕ — сим пыл евĕрех, вăй-хăват парса тăраççĕ. Тепĕр чухне апат çинчен мансах ĕçлетĕп", — тет К. В. Владимиров. Унăн мăшăрĕ — Валентина Николаевна — çĕвĕçĕ, тивĕçлĕ канура пулсан та, ĕçлет-ха. Икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Шел пĕр ывăлĕн чунне хура юнлă çынсем туртса илнĕ. 5 мăнук çитĕнет халĕ, вĕсемпе савăнаççĕ. Учительсен конференцийĕнче Клементий Владимировича та чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров ăна Трак ен культурине аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕ, 70 çулхи юбилейĕ ячĕпе тепĕр хут ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăхпа çĕнĕ ÿкерчĕксем хайлама вăй-хăватпа пархатар сунчĕ.
В.Данилов
Çыпăçтарнисем: |