Чăваш живопиçĕн патриархĕ Моисей Спиридонов çуралнăранпа 120 çул çитнине республикăра анлă паллă тăваççĕ. Чи малтанах тăван кĕтесĕнче - Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра - пленэр иртрĕ. Ăна Чăваш художникĕсен союзĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Ун хыççăн унтах курав уçăлнă. Ячĕ тĕлĕнмелле хитре - «Спиридонов урамĕнче». Ÿнерçĕсем чаплă хуложник пурăннă çурта, вăл утса çÿренĕ тăкăрлăка, пăхса киленнĕ çут çанталăка пир çине куçарнă, çак илеме, тавралăха вилĕмсĕрлетнĕ.
Иртнĕ эрне кун вара Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Моисей Спиридоновичăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Каларăмăр ĕнтĕ, ун ячĕпе пирĕн профессионал искусство чĕрĕлĕвĕ çыхăннă. Çакна экспозицири картинăсем лайăх çирĕплетеççĕ. Кунта - портретсем, вăл е ку темăпа çыхăннă ĕçсем, пейзажсем. Курава М.С.Спиридонов хваттер-музейĕн ертÿçи, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕç
...
Малалла вула