Тунтикун, 29.04.2024, 18:01
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

2022 çулхи Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕсем

Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн 

2022 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин 

2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

28-мĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

  1. Михайлов В.М.,Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
  2. Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
  3. Данилов В.М.таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă пултарулăх характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

  1. 2022 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынсене тата ĕç коллективне парас:

Калачёва (Ефремова) Светлана Михайловнăна, Мускав хулинчи «Русская гармонь» продюсер центрĕн юрăçине, вырăс тата чăваш культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, чăваш юррисемпе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсене куллен савăнтарнăшăн тата 2022 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕнчи  «Карайри кану центрĕ» бюджет учрежденийĕ тăратнă.

Власова (Скворцова) Роза Анатольевнăна, «Хыпар» издательство çурчĕн журналистне республикăмăрти «Хыпар» обществăпа политика хаçат страницисенче Трак енри паллă ентешсен пурнăçне çутатакан статьясемшĕн тата 2022 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкар хулинчи «Трак ен» ентешлĕх правленийĕ тăратнă.

Терентьева (Тимофеева) Людмила Михайловнăна, педагога тата эстрада юрăçине, чăваш юрри-кĕввине Чăваш Республикин тĕрлĕ тăрăхĕнче анлă сарнăшăн, Трак ен халăхне хăйĕн ăсталăх-пултарулăхĕпе паллаштарсах тăнăшăн тата 2022 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи Вăрнар муниципалитет округĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Нурăс вăтам шкулĕ»  бюджет учрежденийĕ тăратнă.

Николаев Андрей Николаевича (1923-2005), Красноармейски салинче пурăннă Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранне, учитель-педагога, шкул директорне, РОНО ертÿçине, РОНОн методика пÿлĕмĕн ертÿçине, тăван ен историйĕпе таврапĕлÿлĕх музейĕн заведующине, хăй тĕллĕн аталаннă сăвăçа, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне, РСФСР çут ĕç отличникне çĕнĕрен пичетленсе тухнă «Аслă Атăл юххине тухасчĕ» сăвăсемпе юрăсен пуххишĕн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски муниципалитет округĕнчи «Тĕп вулавăш» бюджет культура учрежденийĕ тăратнă.

Красноармейски салинчи Тĕп вулавăш ĕç коллективне (ертÿçи – Григорьева Наталья Львовна) таврапĕлÿлĕх ĕçне çÿллĕ шайра туса пынăшăн, паллă ентешсен пултарулăхне халăх хушшинче анлă сарнăшăн тата чăваш наци культурине сумлă аталантарнăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕ тăратнă.

2. 2022 çулшăн Премие тивĕçнĕ лауреатсене Лауреатăн дипломне тата чыслав паллине (медальне) парса чыслас. Чыслава 2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче тата пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски салин Культурăпа кану çуртĕнче ирттерес.

         Комисси председателĕ:                    /В.М.Михайлов/

         Комисси членĕсем:                           /И.А.Прокопьев/

                                                                  /В.М. Данилов/

12.01.2023

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (19.01.2023) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 55 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz