Кĕçнерникун, 09.05.2024, 17:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Ольга Архипова сăвăçа, фольклориста тата общество хастарне Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне панă

Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн 

2020 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин 

2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

вун тăххăрмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

  1. Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
  2. Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
  3. Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă пултарулăх характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

  1. 2020 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынна парас:

    Архипова (Александрова) Ольга Александровна педагога, фольклориста тата общество хастарне, Чăваш Республикинчи А.Ф.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреатне (1998), Пĕтĕм чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ наци премийĕн лауреатне (2015) 2019 тата 2020 çулсенче Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçатĕнче Чăваш енпе Трак тăрăхне тата ун çыннисене мухтакан статьясем кун çути кăтартнăшăн тата юлашки вăхăтра пичетленнĕ «Кун-çул таппи» историпе краеведени очеркĕсен пуххи (2020), 2021 çулта «Чун-чĕре юррисем» юрӑ пуххи, «Çунатлан, чӗрем» сӑвӑ пуххи кун çути кăтартнăшăн тата юрӑ пуххин «Вĕçет хур кайăк...» электронлă дискне хатӗрлесе кăларма пултарнăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх тăратнă.

  1. 2020 çулшăн Премие тивĕçнĕ лауреата Лауреатăн дипломне тата чыслав паллине (медальне) парса чыслас. Чыслава 2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче районти ĕçпе юрă уявĕнче – Акатуйра  ирттерес.

                Комисси председателĕ:                    /В.М.Михайлов/

                Комисси членĕсем:                          /И.А.Прокопьев/

                                                                          /В.З.Константинов/

01.06.2021

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (11.06.2021)
Миçе çын вуланă: 95 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz