Тунтикун, 20.05.2024, 15:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх — 20 çулта
05.03.2010 
"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Ю. Борисов
Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе 20 çул çитрĕ. Çавна май халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ.

Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн фойинче халăх хĕвĕшет кăна. Пурте палланă сăнсем — культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне ертсе пынисем, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсем. Кунтах çак тапхăрти пĕрлĕх ĕç-хĕлне кăтартакан тĕрлĕ çулсенчи сăн ÿкерчĕксем, тĕрлĕрен стендсемпе уйрăм экспонатсем, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсен альбомĕсем... Сценăна та илемлетнĕ: Нестер Янкас портречĕ тата "Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхе — 20 çул” тесе çырни аякранах курăнать.

Палăртнă вăхăт çитет. Уява районти тĕп библиотекăн краеведени пайĕн заведующийĕ С . Гурьева уçса ертсе пырать. Светлана Аверкиевна асăннă пĕрлĕхе тĕрлĕ çулсенче ертсе пынисене — А. Раськина (1990—1992), В. Михайлова (1992—1994), В. Константинова (1994—1996), Н. Ершова (1996—2007), пĕрлĕхĕн хальхи ертÿçине Г. Ефимова, Нестер Янкасăн шăллĕн — Г. К. Кирилловăн — аслă ывăлне Валерий Кириллова, Шупашкар хăнисене — "Трак ен” ентешлĕх ертÿçине А. Львова, яваплă секретарьне О. Алексеева (Ăсан Уçăпне), Çĕньял Упире çуралнă, халĕ тĕп хулари "Дорисс” пĕрлешÿн нумай тиражлă "Механизатор” хаçат редакторĕнче ĕçлекен А. Яковлев журналиста, Çирĕклĕре кун çути курнă, республикăри "Хыпар” хаçатăн патшалăх, обществăпа политика пайĕн редакторне Ю. Степанов-Листопада, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумне Н. Антонова, райадминистрацин культура, спорт, çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхне А. Лебедева сцена çине йыхравлать.

— Паян эпир çакăнта ырă тĕллевсемпе пухăнтăмăр, — тет С. Гурьева. — Пĕрремĕшĕ — çуллен йăлана кĕнĕ май, Н. Янкасăн çуралнă кунне паллă тăватпăр. Пирĕн паллă сăвăç 1909 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Янкас ялĕнче çуралнă. Иртнĕ çул эпир сирĕнпе унăн 100 çулхи юбилейне савăнăçлăн паллă турăмăр. Иккĕмĕшĕ — районти Н. Янкас ячĕллĕ культура тата литература обществине — пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине палăртатпăр. Ăна 1989 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче туса хунă. Виççĕмĕшĕ — йăлана кĕнĕ тăрăх çулленех паракан Н. Янкас ячĕллĕ премин 2009 çулхи лауреачĕсене чыслатпăр. Кăçалхипе ку çирĕммĕш хут пулса иртет. Ку таранччен çак хисеплĕ ята 48 уйрăм талантлă çынпа 13 пултарулăх ушкăнĕ илме тивĕçлĕ пулнă.

Уяв каçĕ тăршшĕпех Н. Янкас пĕрлĕхĕ çинчен хатĕрленĕ электронлă презентаци пычĕ.

Çак пĕрлĕхе туса хурас тĕлĕшпе хăй вăхăтĕнче сахал мар тар тăкнă, каярах ăна 1992—1994 çулсенче ертсе пынă, халĕ Красноармейскинчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕрентекен В. Михайлова сăмах параççĕ. "20 çул нумай та, сахал та мар пек, анчах çак хушăра культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕнче мĕн тĕрлĕ ĕç туса ирттермен-ши?” — терĕ Виталий Михайлович. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсен вĕçне аса илчĕ. Ун чухнехи Совет Союзĕнче улшăнусен тата çĕн йĕркелÿ тапхăрĕ пынă. Вырăнсенче тĕрлĕ енлĕ обществăлла организацисем йĕркеленеççĕ. Авă, Муркаш енчи хастарсем "Вирьял” юхăм, Патăрьелсем Митта Ваçлейĕн премине памалли комисси, Чĕмпĕр чăвашĕсем И. Я. Яковлев ячĕллĕ культурăпа çут ĕç обществи, Шупашкарта Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши ертсе пыракан Чăвашсен обществăпа культура центрĕ (ЧОКЦ) туса хураççĕ. Вăл тапхăрта парти райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ В. Михайлова та Трак енре çавăн евĕр юхăм е пĕрлĕх тăвасси канăç паман. Часах пĕр шухăшлисем пĕр тĕвве пухăнаççĕ. А. Раськин поэт-юрăçăна йĕркелÿ комитечĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ, пĕрлĕх Уставне, каярах Н. Янкас ячĕллĕ премин положенине çырса хатĕрлеççĕ. Çапла вара 1989 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче организациллĕ пуху-конференци пуçтарăнать. Унта 50 ытла делегат хутшăнать. Вĕсем, пĕр шухăшлă пулса, хăйсен ертÿçи пулма А. Раськин-Раская суйлаççĕ. Конференци делегачĕсем хăйсен гимнне тăвас, хаçатне кăларас, Н. Янкас музейне, агитбригада йĕркелес тĕлĕшпе пуçару тăваççĕ. В. Михайлов çав тапхăрта пĕрлĕх пуçарăвĕпе район шайĕнче туса ирттернĕ вуншар мероприятие асăнчĕ. Хăй вăхăтĕнче пĕрлĕх перекет банкĕнче хăйĕн ятарлă счетне те уçнă пулнă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ И. Степанов композитор пĕрлĕх урлă 5 пин экземплярпа хăйĕн юррисен "Шетмĕ кĕввисем” ятлă кĕнекине кăларма пултарнă. В. Александров-Анчамас скульптор пулăшу кÿнипе М. Аттайпа Н. Янкасăн бюсчĕсене вырнаçтарса лартнă, паллă ентешсен юбилей каçĕсене йĕркеленĕ. Пирĕн ÿнер ăстисем, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсем С. Юхтарпа Н. Кривошеев ЧР гербĕпе ялавĕн эскизне ÿкерсе хатĕрлемелли конкурса хутшăн-нă, 3—4-мĕш вырăн йышăннă. Вĕсен эскизĕнчи паха енсем республикăн паянхи символикисенче вырăн тупнă. Райцентрти иккĕмĕш шкулти З. Михайлова педагог Раççейри тĕрĕк халăхĕсен сăездне хутшăннă. Н. Ершова "Пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи” ят панă.

— Пирĕн пĕрлĕх тарăн тымар ячĕ, çавăнпах сыхланса юлчĕ, — терĕ Виталий Михайлович.

Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхе 11 çул ертсе пынă, çак пĕрлĕхĕн хисеплĕ председателĕ Н. Ершов кунти проза, поэзи, ÿнер, ытти секцисем аван ĕçленине палăртрĕ. Малтанах туса хатĕрленĕ планпа ĕçлени те хăйĕн çимĕçне кÿрет. Район шайĕнчи пĕр юбилейпа фестиваль те пĕрлĕх хутшăнмасăр иртмен. 2004 çултан "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль республика шайне куçрĕ. Н. Янкас 90 çул тултарнă тĕле вăл çуралнă ялта поэт музейне уçнă. Ăна уçнăранпах кунта ертÿçĕре обществăлла майпа Николай Гаврилович тăрăшать. Студентсене Н. Янкасăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ çинчен диплом çырнă чухне пулăшу кÿнĕ. Ку таранччен пĕрлĕхĕн юрри-гимнĕ пулман. Уяв каçĕнче Н. Ершов çĕнĕ хайлавпа паллаштарчĕ. Вăл "Эпир Янкасçăсем” ятлă, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх юрри.

Г. Ефимов-Тусли пĕрлĕхĕн шкулсемпе тачă çыхăнса вăй хумаллине, вĕсенчи литература кружокĕсене пулăшса пымаллине, литература енне туртăнакан ачасемпе уйрăммăн ĕçлемеллине палăртрĕ. Вăл пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшакан правлени членĕсене, секци ертÿçисене, культура ĕçченĕсене тав турĕ, Н. Никонорова, Л. Антонова, А. Алексеева, В. Серафимова, С. Гурьевана ятран асăнса ăшă сăмахсем каларĕ, А. Раськина, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченне А. Алексеева, В. Константинова, В. Серафимова хисеп хучĕсем пачĕ.

Пĕрлĕхĕн пĕрремĕш ертÿçи А. Раськин иртнĕ вăхăта аса илчĕ, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнисене асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтрĕ. "Пĕччен ĕç нихăçан та ăнмасть, йышпа вара хĕм сÿнмест”, — терĕ Анатолий Антонович.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Н. Антонов çак мероприятие пысăк уяв тесе палăртрĕ, пĕрлĕхе вăрăм çул сунчĕ. Вăл пĕрлĕх хастарĕсене тав сăмахĕ каларĕ. "Пирĕн сирĕнпе пĕрле район шайĕнчи ĕç планне туса хатĕрлемелле, çавăн тăрăх ĕçлесе пымалла, пĕрлĕхе упраса хăвармалла”, — терĕ Николай Илларионович.

Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕхĕн ертÿçи А. Львов Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пирки ăшă та ырă сăмахсем каларĕ. "Эсир халăхшăн питех те кирлĕ ĕç тăватăр, синкер тапхăрта пысăк шар курнă Н. Янкас поэт ятне çÿллĕ шая çĕклерĕр, тавах сире”, — терĕ Алексей Николаевич. Вăл пĕрлĕх председательне Г. Ефимова тĕп хулари ентешлĕх ячĕпе парне пачĕ, Н. Ершова вара малашне те çĕнĕ хайлавсем калăплама "ылтăн” ручка парнелерĕ.

Уява пухăннисем Н. Янкас тăванĕн, çур ĕмĕр ытла çынсен сывлăхĕн хуралĕнче тăнă ĕçпе вăрçă ветеранĕн, Янкасри Г. К. Кирилловăн аслă ывăлĕн — Валерийăн — сăмахне тимлĕ итлерĕç. Вăл Чулхулари политехника институтне вĕренсе пĕтерсе алла инженер-радиотехник дипломне илнĕ. Ижевск хулинче ĕçлесе пурăнать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче утмăл çул тултарнă.

— Нестер Янкас маншăн мучи пулать, — терĕ Валерий Григорьевич. — Шел, кун-çулĕ питех те кĕске пулнă унăн, 33 çултах пурнăçĕ татăлнă. Çитменнине виçĕ ачи выçăпа вилнĕ. Атте унăн таса ятне тавăрас тесе питĕ нумай ĕçлерĕ, ăçта кăна тĕрлĕ йышши хутсем çырмарĕ пулĕ? Юлашкинчен тĕрĕслĕх çав-çавах çиеле тухрĕ. Каярах Н. Янкасăн сăввисем уйрăм кĕнекепе пичетленчĕç, хăш-пĕр сăввисене вĕренÿ кĕнекисене те кĕртрĕç.

Чи савăнăçлă самант — Н. Янкас ячĕллĕ премин çĕнĕ лауреачĕсене чысламалли вăхăт çывхарать. Ку ыйтупа çак премие 2009 çулшăн парас тĕлĕшпе ĕçленĕ комисси председательне Н. Ершова сăмах параççĕ. Николай Гаврилович комисси йышăнăвĕпе паллаштарать. Иртнĕ çулшăн çак хисеплĕ ята икĕ çын — тăван литературăра палăрнăшăн, ха-мăрăн мухтавлă ентешсем пирки очерк-тĕрленчĕксенче туллин каласа панăшăн "Хыпар” хаçатăн пай редакторĕ Юрий Петрович Степанов-Листопад тата тăван культурăри çитĕнÿсемшĕн, чăвашăн илемлĕ юррисене шăрантарса халăх хушшине сарнăшăн халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн членĕ Пимен Никифорович Федоров — тивĕçнĕ. Вăл лауреатсен биографийĕпе паллаштарать, лауреат дипломĕпе медальне парать. Сăмах май каласан, Н. Янкас ячĕллĕ медале кăçал "Трак ен” ентешлĕх пулăшнипе туса хатĕрленĕ. П. Тимофеев ветерансен хорĕ ячĕпе П. Федорова парне пачĕ.

Райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулти В. Михайлов учитель тăрăшнипе Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайтне йĕркеленĕ. 10 уйăх хушшинче унти материалсемпе 18 çĕр-шыв çыннисем паллашнă. Чăваш Республикинчи вун пĕр районти, Пушкăртстанпа Тутарстанри 300 ытла ача Н. Янкаса халалланă олимпиадăна хутшăннă.

Пĕрлĕх вĕренекенсем хушшинче виçĕ жанрпа — прозăпа, поэзипе, драмăпа — литература конкурсĕ ирттернĕ. Унта районти шкулсенчи вĕренекенсем 50 ытла ĕç тăратнă, 32-шне чыслама пăхнă. Прозăра О. Анисимова (Пикшик), сăвă çырассипе С. Илларионов, А. Миронова, А. Яковлева (райцентрти иккĕмĕш шкул), драмăра Н. Ершова (Пикшик) малти вырăна тухнă. Вĕсене, иккĕмĕш вырăн йышăннисене конкурс комиссийĕн председателĕ В. Михайлов хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Ун хыççăн Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсен пĕрлештернĕ концерчĕ пуçланчĕ. Унта Яманакри тĕслĕх библиотека çумĕнчи фольклор ушкăнĕ, Чатукассинчи кану çурчĕ çумĕнчи "Телей” ушкăн (ертÿçи В. Николаева), халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ (А. Алексеев), "Трак ен” халăх фольклор ансамблĕ (Н. Никоноров), уйрăм юрăçсем — Л. Григорьев ("Мĕншĕн кĕттерен, савни”), Г. Дубров ("Улăх юрри”), П. Федоров ("Мĕнле пурăнса ирттерес?”), В. Григорьев ("Аннене”), Н. Никоноров ("Чăваш сюити”), О. Дмитриевпа Л. Егорова ("Эп сана тĕл пултăм”), Г. Яковлев ("Тупа”), С. Данилова ("Сарă хĕр юрри”) халăх кăмăлне каякан юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç, Л. Антонов Н. Янкасăн "Чун юрри” сăввине тата хăй поэта халалласа çырнă сăввине вуларĕ. Н. Ершов лауреатсене Н. Янкас ячĕллĕ медальпе чысларĕ. Концерт Н. Янкас сăвви тăрăх кĕвĕленĕ "Эсĕ сар хĕвел” юрăпа вĕçленчĕ.

Н. Антоновпа А. Львов пултарулăх коллективĕсене чаплă концертшăн тав турĕç, малашнехи творчество ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕç.
Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (14.03.2010)
Миçе çын вуланă: 352 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz