Тунтикун, 29.04.2024, 18:28
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Юрий Кудаков композитора "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медальпе чысланă

Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн

наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2022 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

çирĕм тăваттăмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Гурьева С.А., Красноармейски салинчи тĕп вулавăш ĕçченĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округ уйрăмĕн ертÿçи, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне,  Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен премийĕн лауреатне Юрий Дмитриевич Кудакова çуралнăранпа 80 çул тултарнă май чăваш наци музыка искусствине аталантарас ĕçре сумлă тÿпе хывнăшăн, юрă-кĕвĕ ăслалăхне çÿллĕ шайра тытса пынăшăн тата юрă-кĕвĕ фестиваль–конкурсĕсене йĕркелесе ирттерме хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чыслама йышăннă.

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2022 çулхи ака  уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хулинче  чаплă лару-тăрура ирттерес.

 

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                   /С.А.Гурьева/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (25.04.2022) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 87 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz