Шăматкун, 11.05.2024, 22:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Çырусем тата пирĕн наградăсем

Категорире миçе материал: 6
Миçе материал кăтартнă: 6-6
Страницăсем: « 1 2

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Хисеплĕ Виталий, малтанхи йĕркеренех хуравлама май тупнăшăн тав тăватăп. Халь кăштах ыйту пирки. Çывăх вăхăтра Çĕнĕ çула кĕретпĕр. Эпир - Питĕрте пурăнакан чăваш çамрăкĕсен пĕчĕк ушкăнĕ - кивĕ çула вĕçлесе "Питĕр чăвашĕсем" хаçатăн юлашки номерне кăларса ярасшăн. 
Кăçал Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине эпир паллă тăваймарăмăр. Тĕрĕссипе каласан, çул вĕçĕнче Янкаспа Çеçпĕлĕн çуралнă кунĕсене пĕрлештерсе пĕр культура каçне ирттересшĕнччĕ. Анчах йывăрлăхсене пула ниепле те пухăнаймарăмăр. Халь çула вĕçличчен "ПЧ" страници çине Янкаспа çыхăннă чăвашла пĕр статья пичетлесе поэта асăнса хăварасшăн. Шухăшăма кура поэтăн кунĕ-çулĕ çинчен Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх членĕсенчен тата аванрах никам та çырас çук. Май пулсан январĕн 1-шĕччен пирĕн Янкас çинчен шухăша палăртакан чăвашла заметка илме пулмасть-ши? Заметка, энциклопедилле информацинчен ытларах "Янкасăн шăпи тата паянхи кун" евĕрлĕ темăпа пулсан тата та вырăнлă пулать. Мĕншĕн тесен поэтăмăр çинчен энциклопедире вуласа пĕлме май пур, анчах, Янкасăн чăваш поэчĕсем хушшинчи вырăнĕ; вăл тапхăрти чăваш илемлĕ çырулăхне упраса хăварма тăрăшакан вуншар чăваш интеллигентне тĕрмене лартни, ссылкăна яни; çав тапхăрти асап тÿснĕ çынсене пула эпир çак чĕлхемĕрпе калаçса савăнни тата çав сăлтавпах атте-аннен чĕлхине упраса хăварма кирли; кăçал Чăваш Енре е тулайра Янкаса асăнса ирттернĕ мероприятисем çинчен информаци тата ытти самантсем пулсан аван пулать. Унсăр пуçне Янкасăн Интернетри стандартлă сăн ÿкерчĕкĕсĕр пуçне сирте урăх сăн ÿкерчĕк пур пулсан ăна та ярса пама хистетĕп.
Янкас пĕрлешĕвĕн çак ĕçе пурнăçлама май пур-ши? Енчен те май пур пулсан хаçатăн пĕр экземплярне почтăпа ярса парăп.

--
С уважением,
Геннадий КУДРЯШОВ
Главный редактор газеты
"Петербургские чуваши"
http://peterchuvash.googlepages.com
Çырусем тата пирĕн наградăсем | Миçе çын пăхнă: 335 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 27.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-6


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz