Шăматкун, 27.04.2024, 11:38
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

"Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" орденпа чысланă

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

31-мĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), «Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑлӑсти» (2020), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1999), комиссии председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1997), комиссии членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комиссии членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа çак уйрăм çынсене чыслас:

Чăваш пичетĕпе радио тата журналистика ĕçĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырнă паха материалсемшĕн Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членне, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне Виктор Михайлович Данилова тата чăваш сăмахлăхне аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, чылай сăвă-очерк кĕнеки кун çути кăтартнăшăн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырса пичетленĕ материалĕсемшĕн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн тата Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членне, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне Гурий Егорович Дуброва (Кăмакал Курккине) «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа чыслама йышăннă.

Чыслав каçне 2023 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски салинчи Культура çуртĕнче ирттерес.

 

Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                               /В.З.Константинов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (25.02.2023) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 53 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz