Кĕçнерникун, 09.05.2024, 14:34
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Алексей Львов предпринимателе, депутата тата "Трак ен" ентешлĕх ертÿçине Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн медалĕпе чыслама йышăннă

Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2022 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

çирĕм виççĕмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:

Чăваш Республикинчи Красноармейски муниципаллă округĕн депутатсен пухăвĕн депутатне, «Модуль» строительство организацийĕн ертÿçине, Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх ертÿçине Алексей Николаевич Львова çуралнăранпа 60 çул тултарнă май Трак енри культурăпа искусствăна аталантарас тĕлĕшпе тунă пуçаруллă ĕçсемшĕн, Красноармейски ял тăрăхне  илемпе хăтлăх кĕртес енĕпе тăрăшулăх кăтартнăшăн, округ центрĕн чысне-сумне республикăмăр умĕнче тивĕçлĕ шая çĕкленĕшĕн Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чыслама йышăннă.

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2022 çулхи пуш  уйăхĕн 3-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнчи культурăпа кану çуртĕнче чаплă лару-тăрура ирттерес.

 

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                   /В.З.Константинов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (13.03.2022) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 101 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz