Юнкун, 08.05.2024, 15:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 627
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 606-610
Страницăсем: « 1 2 ... 120 121 122 123 124 125 126 »

Кунĕ пачах ĕнерхи пек пуçланмарĕ. Лаçран тĕтĕм тухать. Арăм виç-тăват чашăк хатерленĕ. Сысна пусмалла-çке! Хĕл каçипе мĕн хатĕрленине йăлт çисе ячĕ. Пĕлтĕр пилĕк-улт арçынна чĕннĕччĕ те, часах майласа пачĕç. Кăçал та чĕнме пулатчĕ-ха. Çыннисем те килте, те кил-те мар терĕм. Çынна тата пăхмалла-çке. Çитермелле. Çитермеллинчен ытла ĕçтермелле. Хамăртан кил урлă пурăнакан Меркурчă персе парсан ывăл ачапа иксĕмĕрех тирпейлеттемĕрччĕ-ха. Меркурчă та пĕр стаканпа çырлахмасть. Пĕрре кăтартсан кунне вуннă та пырать. Çумне чиксе каять тата.

Арăм мăкăртатса çӳренине итлес килмерĕ. Меркурчă патне кайрăм. Килтехчĕ. Пукан çинче вăрăм кунчаллă резина атă тăхăнса ларатчĕ. Хăраххине тăхăннăччĕ-ха. «Сысна персе пар-ха?» — терĕм. «Халь пулла кайма хатĕрленнĕ те...» — терĕ вăл сӳрĕккĕн. Унтан пуçне яшт çĕклерĕ те: «Пăшал парса хăваратăп. Хăв та...»

Меркурий мана пăшал тата икĕ патрон пачĕ.

— Ку кайăк кăвакал тытмалли, ку упана пемелли, — ăнлантарчĕ сунарçă.

Пирĕн сысна ашĕ, тĕрĕссипе каласан, паха пулмалла. Çуркунне йĕркеллĕ кастарнă. Вăн Уçăп Ваççин мăнăскер... Пĕр çăмартине касаймарĕç. Ни ӳсмест.

Вите алăкне яр уçса ятăм. Картишне Ванька (çапла ятлăччĕ сысна аçи) тухрĕ. Пуçне каçăртса нăш-нăш шăршларĕ. Ăна сĕлĕ тăкса патăм. Те кайăк кăвакал тытмалли, те упана пемелли патрон пулчĕ — вăл чапканă хушăра пăшал авăрларăм. Майлă самант! Петĕм. Вăл ял вĕçĕнчи хăлхасăр Мархва илтмеллех хаплатрĕ. Ванька нăйк! турĕ. Хартлатса чупма пуçларĕ. Сăмсипе пĕр сыпă картана йăвантарса ярса килтен çил пек тухса тарчĕ.

Хыпăннипе пăхса тăмарăм. Хамăра çиме пĕçернĕ яшка пулнă. Ăна кастрюльтен витрене силлерĕм, йыхăрса Ванька хыççăн чупрăм. Шалиш! Патне те ямарĕ.

Пĕр кун, ик кун... эрне иртрĕ. «Сысна тупăнчĕ-и? Сысна килмерĕ-и?» — тесе пĕри ыйтать, тепри ыйтать.

Сыснана куçран çухатни уйăх та çитрĕ. Ялта ун çинчен пĕлменни те юлмарĕ. Юлашкинчен:

— Килчĕ, — терĕм аранах.

— Турра шĕкĕр! — терĕç пурте çăмăллăн хаш сывласа ярса.

Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 326 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Физкультура учителĕнче ĕçленĕ Куракин тивĕçлĕ канăва тухсан та кичемленсе лармарĕ, ялта ветерансен фугбол командине йĕркелерĕ. Питĕ килĕшрĕ ку ватăсене. Пĕр-икĕ хутчен кӳршĕллĕ районти хăйсем пек ветерансемпе те тĕл пулса вылярĕç. Кĕçех тата футболла выляса мала тухмалли ăмăртусем те пулмалла. Çавăнпа паян та стадиона тренировка тума утрĕç вĕсем.

— Астăватăн-и, иртнинче пире пенапьтипе çĕнтерчĕç? — терĕ Уртем мучи.

— Ара, астумасăр, — тавăрчĕ ăна Хĕветĕр Иванч. Паян эпир те 11 метртан тапма ăсталăха ӳстерĕпĕр.

Мечĕке пĕр-икĕ хут çеç тапкалама ĕлкĕрчĕç ветерансем, стадиона Уртем мучи карчăкки — Маюк кинеми те çитсе кĕчĕ.

— Вăн ăçта? Эпĕ ăна анкартинче шыраса çӳретĕп. Пăру иртенпе, ав, вĕренте тăрать. Шăварман. Ман пĕччен таçта кайса кĕрес! Атя, хăть пăрăва кайса шăвар! — хăтăрса илчĕ вăл Уртем мучие.

— Пăру çак вăхăтрах типсе вилмест. Хĕветĕрпе эпир пĕр пенальти анчах... — турткаланса тăчĕ старикки.

— Атя! Атя! Чи малтан пăрăва кайса шăвар. Кайран пенатти мар, хуть те... — канăçсăрланчĕ карчăкки.

Киле çитиччен те вĕсем пĕр-пĕринпе калаçмарĕç.

— Çав тери кирлĕ япала-ши ĕнтĕ вăл пенатти? — Уртем мучи çине чăр пăхрĕ Маюк кинеми.

— Пенатти мар! Пенальти! — тӳрлетрĕ ăна старикки. — Час сана кăтартатăп. Пĕри тапать — тепри тытать. Футбол вăййинче çавăн пек.

— Тавай мечĕк. Тапса парам эппин. Тыт! — кăмăлĕ çемçелнĕ пек пулчĕ карчăккин.

Уртем мучи хăй тăнă вырăнтан шутласа вун пĕр вăрăм утăм турĕ те мечĕке кайса хучĕ.

— Çакăнтан тапмалла, — кăтартрĕ вăл Маюк кинемие.

Маюк кинеми хăй урисем çине пăхса илчĕ.

— Ку тапăчкăпа тапаяс çук-ха. Утнă чух та ураран тухса ӳкет, — терĕ те васкасах çенĕкрен Уртем мучин сăран аттине тăхăнса тухрĕ.

— Пулчĕ-и? — ыйтрĕ стариккинчен.

— Пулнă пĕрех... Тап эс! Тап! — аллипе сулчĕ старикки çĕлĕкне çамки çине пусса лартса.

Маюк кинеми вăрăммăн сывласа илчĕ, мечĕк патне чупса пырса пĕтĕм вăйран сылтăм урине сулса ячĕ. Ури мечĕке перĕнмерĕ, сăран атă, уринчен хывăнса, Уртем мучие куçĕнчен пырса тиврĕ.

Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 374 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Мархва карчăк йăранĕ çине пĕр мăкăнь вăрри таçтан килсе ӳкнĕ. Вăл шăтнă, ӳснĕ, чечеке ларнă. Йăранне ик-виçĕ хут та çумларĕ — тĕкĕнмерĕ ăна Мархва карчăк. «Илемлĕ. Лартăр», — терĕ.

Пралукпа иртсе пынă чухне мăкăне Иван Симунчă участковăй асăрхарĕ. «Наркотик. Немедленно уничтожить!» — çырса хучĕ вăл блокночĕ çине.

Ирхине урам енчи кантăк умĕнче мăнукĕ валли çăм чăлха çыхса ларакан Маюк кинемей хăйсен умĕнчен участковăй машини иртсе кайнине курса юлчĕ. Урайĕнче, ура вĕçĕнче, тĕлĕрсе ларакан кушак аçинчен такăнса кайсах кантăкран пырса уртăнчĕ. «Мархва патне кĕчĕ. Тем пулман пулĕ те. Калаканччĕ-çке», — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ вăл.

Пукан çине уртса янă тутăрне пуç тавра туртса çыхрĕ. «Турра шанса туясăр çула ан тух», — тенешкел туя тытрĕ. «Тур çырлахтăрах!» — тесе пӳртрен тухса утрĕ. Пичĕ çине юхса аннă кăвак çӳçне пуçтара-пуçтара Мархва карчăкăн мунчи кĕтессине пырса тăчĕ.

Кунтан, карта хушăкĕнчен йăлтах курăнать. Иван Çимунчă участковăй пăлтăр пусми çинче çырса ларать. Ун умĕнче Мархва карчăк тăрать. Аллисемпе хăлаçланса участковăй темскер ăнлантарать.

Хăлхине тутăр айĕнчен кăларсах итлерĕ пулин те, Мархва карчăк сăмахĕсене Маюк кинемей лайăххăн илтсе юлаймарĕ. Участковăй: «Алă пус!» — тенине пит тĕрĕс илтрĕ. «Ахальтен алă пустармасть. Мархвана илсех каять ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Унталла-кунталла пăхрĕ. Чалăшла пурăнакан Уртем мучи патне чупнă пек кĕрсе кайрĕ.

— Атя-ха, Уртем! Мархвана илсех каять пулмалла! — терĕ.

— Кам?

— Милици!

Участковăйне ăсатма кил умне Мархва карчăк та тухрĕ. Машина ăшне ларма хатĕрленнĕ Маюк кинемейпе Уртем мучирен:

— Эсир ăçта? — ыйтрĕ участковăй.

— Хуть те мĕн ту! Эпир Мархваран юлмастпăр, — терĕç хайхискерсем.

Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 404 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Арăм ман Улатăр тăрăхĕнчен. Юлашки вăхăтра: «Киле каяс килет», — тесе анратсах çитерчĕ. «Сан килӳ халь кунта», — йăпатма пăхрăм ăна йăпăлтатса.

Хамăр ялтан икĕ çухрăмри шоссе çулĕ çине çитичченех ăсатса ятăм.

Вăл кайни уйăх та çитрĕ. Эрнеренех килме пулнăскер çук та çук. «Ашшĕ-амăшĕ чирлерĕ-ши? Хăйне тем пулчĕ-ши? — тем те шухăшларăм. — Кайсах килем-ха!»

Çула тухрăм. Хĕвел аннă çĕрелле Улатăра çитрĕм.

— Автобус Иваньковăна ыран ир тин пулать, — ăнлантарчĕç мана вокзалта.

Хăна çуртне кайса çĕр каçма май пурччĕ-ха. Ман часрах çитсе арăма ыталаса илес килетчĕ. Кучченеçсем чикнĕ сумкăна çурăм хыçне çавăрса хутăм та урампа малалла танкăлтаттартăм. Хуларан тухсан нумай та каяймарăм — сăпкаллă мотоцикл хăваласа çитрĕ. Чарăнчĕ.

— Лар, — терĕ хам ӳсĕмри арçын шлемне çĕклесе.

Çул тăршшĕпех: «Ăçта курнă эпĕ ку этеме?» — тесе пытăм. Яла кĕнĕ çĕре тупсăмне тупрăмах.

Иваньковăна хĕр илме пĕлтĕр туйпах килтĕм эпĕ. Кунта йăли çапла: качча каякан хĕре тăванĕсем каччинчен тартаççĕ. Йĕкĕтĕн вара ăна шыраса тупмалла.

— Пичче, аппа кунта! — систерчĕ мана пĕр пĕчĕк хĕрача аллипе кĕлет еннелле кăтартса.

Эпĕ алăка яр уçса ятăм. Унта... унта çак арçын ман пулас арăма ыталаса ларать..

Мотоциклист мана кил умнех çитерчĕ. Укçа сĕнтĕм те илмерĕ. «Кирлĕ тĕк, каялла та леçсе яма пултаратăп», — терĕ çеç.

Кил хушшине кĕтĕм. Хуняма мана курсанах таçта тухса шурĕ. Хуняçа пĕр-ик сăмах хушрĕ те сарайне кĕрсе çухалчĕ. Ман арăм çумĕнче ачашланас килчĕ. Ăна ыталама хăтлантăм. «Кай. Ютшăнтăм», — лаплаттарса хучĕ вăл кăмăлсăррăн. Хирĕç нимĕн те калама пĕлмерĕм.

Урама тухрăм. Паçăрхи мотоцикл алăк умĕнчен кайман. Хуçи хама кĕтнĕ пек туйăнчĕ мана...

Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 404 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Йăпатать вăл,
Вăл сиплет.
Тухатать вăл.
Вăл йĕртет...
 
Арçынна та вăл хăйне —
Кирлĕ-тĕк — итлеттерет.
Хăй арçын чĕрçи çинче
Юр пĕрчи пек ирĕлет.

Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 411 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz