Тунтикун, 20.05.2024, 12:30
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

2015 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕн протоколĕ
Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн
2015 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин
2016 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн
пĕрремĕш номерлĕ протоколĕ


Комисси йышĕ:
1. Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
2. Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
3. Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:
1. 2015 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынсене парас:
• Николай Семенович Семенов (Çемен Эреш) поэта 2015 çулта кун çути кăтартнă «Кĕр мăнтăрĕ» сăвă кĕнекишĕн. Лауреат ятне пама ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕн коллективĕ тăратнă.
• Геннадий Гурьевич Гурьев алă ăстине 2015 çулта декоративлă искусство ĕçĕсене хатĕрлесе тĕрлĕ шайри выставка-куравсене хастар хутшăннăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ библиотека системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕ тăратнă.
• Роза Трофимовна Деменцова журналиста, ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Чăваш Ен» наци телерадиокомпанийĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕн радиовещани аслă редакторне 2015 çулта радио итлекенсем валли Красноармейски районĕн ĕçĕ-хĕлне çутатакан тата Трак енĕн пултаруллă çыннисемпе ентешĕсем çинчен каласа паракан сюжетсем хатĕрленĕшĕн. Лауреат ятне пама Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх тăратнă.

2. 2015 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премине тата лауреат ятне çак пултарулăх ушкăнĕсемпе коллективсене парас:
• Красноармейски культура çурчĕ çумĕнчи Халăх театрне (ертÿçи К.И.Васильева) 2015 çулта хатĕрлесе лартнă спектакльсемпе инсценировкăсемшĕн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ клуб системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕ тăратнă.
• Кĕçĕн Шетмĕ кану центрне (менеджерĕ В.П.Петрова) 2015 хатĕрлесе лартнă концертсен тата пултарулăх каçĕсен программисемшĕн, ялти халăх пултарулăхне хастар аталантарнăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ тăратнă.

3. 2015 çулшăн Премие тивĕçнĕ лауреатсене Лауреатăн дипломне тата чыслав паллине (медальне) парса чыслас. Чыслав каçне 2016 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Районти культура çуртĕнче ирттерес.

Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/
Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/
/В.З.Константинов/

24.02.2016
Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: selime (28.02.2016)
Миçе çын вуланă: 285 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz