Шăматкун, 20.04.2024, 05:53
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 25
Сăн ÿкерчĕк
2010 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Раççей тата чăваш пичет кунĕсене халалласа чаплă мероприяти иртнĕ. Çак йăлана кĕнĕ уяв медиасезон пĕтĕмлĕтĕвĕсене тунипе кăна паллă мар, кунта республика аталанăвне, информаци уçлăхне тӳпе кĕртнĕ чи лайăх журналистсене чыслаççĕ.
Калем ĕçченĕсене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров саламларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче чăваш хыпар хатĕрĕсемпе интересленекенсен йышĕ ӳссе пынине, кризис вăхăтне пăхмасăрах хаçатсен тиражĕсем чакманнине палăртрĕ.
Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ журналистсен 2009 çулхи конкурсне пĕтĕмлетсе калем ăстисене республика премийĕсемпе наградăларĕ. Пĕтĕмпе конкурса 100 ытла ĕç тăратнă, чи пысăк наградăсенчен пĕрне – Н.В.Никольский ячĕллĕ премине – «Сувар» хаçатăн творчествăлла коллективĕ тивĕçрĕ.
Чăваш Республикин çулсерен паракан журналистсен Николай Васильевич Никольский ячĕллĕ премине наци медиа-ушкăнĕсене аталантарас ĕçе кал-кал туса пыракансене тат ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 595 | Хăçан хушнă: 25.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
ЧР Культура министерствине аудиокĕнекен хăйне евĕрлĕ экземплярне çитернĕ. Чăваш халăх юррисене венгрла куçарнă "Сăра юрри” кăларăм ăслăлăх тĕлĕшĕнчен питĕ кăсăклă. Ăна венгр тата чăваш ăсчахĕсемпе фольклорисчĕсем пĕрле хатĕрленĕ.

Кĕнеке содержанийĕпе те питĕ пуян. Унта чăваш халăх юррисене венгрла шăрантарнă икĕ аудиодиск вырнаçтарнă. Çавăн пекех юрăсен тексчĕсем, халăх культурипе историйĕ çинчен материалсем пур. Аудиодискри юрăсем - Раççей тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Козлова ертсе пыракан "Уяв” халăх фольклор ансамблĕн репертуарĕнчен, С.Максимовăн "Тури чăвашсен юррисем” /М., 1932/ тата "146 песен, записанных от Гаврила Федорова” /М., 1934/ кĕнекесенчен.

Чăваш Енре иртнĕ экспедици пирки республика Халăх пултарулăх çурчĕн пай пуçлăхĕ Светлана Лаврентьева каласа кăтартнă: "1998 çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкара Венгрирен Клара Адягаши тата Андраш Берец ăсчахсем килчĕç. Вĕсем тури чăвашсен юррисене пуçтарса, çакскерсене венгрсен традици юр ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 509 | Хăçан хушнă: 25.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz