Эрнекун, 26.04.2024, 12:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2014 » Çĕртме » 27 » Шупашкарта ЧНК-ан черетсĕр IX Аслă пухăвĕ иртнĕ
Шупашкарта ЧНК-ан черетсĕр IX Аслă пухăвĕ иртнĕ
21:06
Сăн ÿкерчĕк

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци вулавăшĕнче Чăваш наци конгресĕн черетсĕр IX Аслă пухăвĕ иртнĕ. 

Аслă Пухура икĕ ыйту сӳтсе явнă — çĕнĕ Устава йышăнассине тата «Чăваш халăхĕшĕн тунă тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале çирĕплетессине. «Хыпар» хаçат пĕлтернĕ тăрăх Раççейĕн 22 тăрăхĕнчен тата чикĕ леш енчи патшалăхсенчен пурĕ 53 делегат хутшăнмалла пулнă. Çавăн пекех республикăн кашни районĕ 3-шер делегата яма тивĕçнĕ. Пирĕн районтан унта ЧНКан районти уйрăмĕн ертÿçи, Красноармейски шкулĕн вĕрентекенĕ З.П.Михайлова, Н.К.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ерÿçин çумĕ Н.Г.Ершов çыравçă тата "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕн ответлă секретарĕ Ю.З.Борисов журналист хутшăнма мандат илнĕ.

Уставне Николай Лукианов хатĕрленĕ. Мĕншĕн çĕнетме тивни пирки, мĕн улшăнни пирки вăл халăх умне тухса доклад каланă. Хăй сăмахĕнче вăл пурнăç улшăнни пирки пĕлтернĕ — экономикăра та, политикăра та, кашни сферăра тенĕ пекех — ылмашусем пулса иртнĕ. Унсăр пуçне обществăлла организацисене йĕркелекен саккунсем те çĕнелсех тăраççĕ. Çакна пула çĕнĕ Устав çырма тивнĕ те. Николай Лукианов çавăн пекех унчченхи уставпа танлаштарсан мĕнле улшăнусем кĕни çинче те чарăнса тăнă. Аслă Пухăвĕн делегачĕсем çĕнĕ Устав проектне пĕтĕмĕшле ырланă.

Тепĕр ыйтура «Чăваш халăхĕшĕн тунă тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале ырларнă. Асилтеретпĕр: Чăваш наци конгресĕ унăн эскизне ятарлă конкурс ирттерсех йышăнчĕ. Ман Канаш Ювенальевсен вариантне çирĕплетнĕ хыççăн халь ĕнтĕ Аслă Пуху та ăна ырларĕ.

Сăмах май, çĕнĕ Устав проекчĕпе ЧНК сайтĕнче паллашма пулать.

Тĕплĕнрех

Çăлкуç: http://chuvash.org/news/6180.html

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 446 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz