Кĕçнерникун, 18.04.2024, 04:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2014 » Авăн » 29 » Тĕп хулара та ЧНК уйрăмĕ уçăлчĕ
Тĕп хулара та ЧНК уйрăмĕ уçăлчĕ
20:42
Сăн ÿкерчĕк

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕ ЧНК историне кĕрсе юлчĕ. Çак кун Шупашкар хулин администрацийĕн пысăк залĕнче хулара пурăнакан хастарсем: вĕрентÿ, ăслăлăх, культурăпа ÿнер, производство тата ытти енĕпе тăрăшакансем пуçтарăнчĕç.Кунта Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов, унăн пĕрремĕш çумĕ тата ĕç тăвакан комитет пуçлăхĕ Валерий Клементьев, Президиум пайташĕ тата ЧНК Президенчĕн çумĕ Петр Ивантаев тата ытти хастарсем пулчĕç. Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тĕп хулара пулса иртекен ырă ĕçсемпе паллаштарчĕ, кашни отрасль çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ, хулана аталантарас енĕпе малаллахи ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Май пулнипе усă курса пухăннисем Леонид Черкесова хула пурнăçĕнчи хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйтусене пачĕç. Шупашкар хулин пуçлăхĕ кашни ыйту çине татăклă хуравларĕ. ЧНК Президенчĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ çынни Николай Угаслов хулана аталантарас ĕçре конгрес хастарĕсем яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ.Чăваш наци конгресĕн Президенчĕн çумĕ Петр Ивантаев пухăннисене конгресăн тĕп тĕллевĕ - тăван йăла-йĕркепе чĕлхене упраса хăварасси тата ăна аталантарасси пулнине шута илсе тĕп хуламăрта ЧНК уйрăмне туса хума шутланине пĕлтерчĕ. Ку çулхи çуркунне Трак тăрăхĕнче Чăваш наци конгресĕн районсенчи пĕрремĕш уйрăмне туса хунăччĕ. (Ертÿçи - Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.П.Михайлова). Унтанпа Чăваш Республикинчи пур районта та ЧНК уйрăмĕсене йĕркеленĕ. Шупашкар хули уйрăмне туса хурасси вара ку пархатарлă ĕçе йĕркелесе ярассине вĕçлет. Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕн хастарĕ Василий Пушкин тата пухăннă ытти хастарсем те ку ĕç питĕ кирлине палăртрĕç, ку пуçарăва ырларĕç, Тĕп хулари Чăваш наци конгресĕн уйрăмĕ чи кирли тесе пĕтĕмлетрĕç. ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов хăй енчен ку ĕçе ертсе пыма конгресăн Президиумĕн пайташне Эдуард Бахмисова сĕнчĕ. Президиум пайташĕ Юрий Зорин вара хăй енчен Василий Федотов профессор кандидатурине ырлама ыйтрĕ.Ларăва пухăннисем сĕннĕ кандидатсен пултарулăхне тишкерсе пĕр сасăллă пулса ЧНК Шупашкар хулин уйрăмĕн председателĕ пулма Эдуард Бахмисова суйларĕç . Çак ларурах уйрăм Канашне те çирĕплетрĕç. Пурĕ çирĕм сакăр хастар чăваш ку ĕçе тимлеме тивĕç пулчĕç.

Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа тĕп хулана аталантарас ĕçре пĕрле тăрăшса ĕслеме калаçса татăлчĕç.

Çĕнĕ ЧНК уйрăмĕ вара çитес вăхăтрах ĕç планне çирĕплетсе хăйĕн ĕç-пуçне пуçласси пирки тĕв турĕ.

ЧНК пресс-служби.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 424 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz