Кĕçнерникун, 09.05.2024, 01:30
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2023 » Пуш » 04
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2

Трак енри Нестер Янкас ячӗллӗ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ 2022-мĕш çулшăн паракан Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачӗсене тата ҫак пӗрлӗхӗн сумлă хастарӗсене чысларӗ. Асăннă çулхи лауреатсем: Роза Власова - "Хыпар" издательство çурчĕн журналисчĕ, Людмила Терентьева - эстрада юрăçи, Андрей Николаев (1993-2005) - çыравçă тата таврапĕлÿçĕ, Красноармейски салинчи Тĕп вулавăш ĕç коллективĕ. Кунсăр пуçне "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" ордена Гурий Дубров - таврапĕлÿçĕ тата сăвăç-очеркист, Виктор Данилов ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 104 | Хăçан хушнă: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски салинчи Тĕп вулавăш ĕç коллективне (ертÿçи – Григорьева Наталья Львовна) таврапĕлÿлĕх ĕçне çÿллĕ шайра туса пынăшăн, паллă ентешсен пултарулăхне халăх хушшинче анлă сарнăшăн тата чăваш наци культурине сумлă аталантарнăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕ тăратнă.

Миçе çын пăхнă: 77 | Хăçан хушнă: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Николаев Андрей Николаевич (1923-2005), Красноармейски салинче пурăннă Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕ, учитель-педагог, шкул директорĕ, РОНО ертÿçи, РОНОн методика пÿлĕмĕн ертÿçи, тăван ен историйĕпе таврапĕлÿлĕх музейĕн заведующийĕ, хăй тĕллĕн аталаннă сăвăç-çыравçă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, РСФСР çут ĕç отличникĕ Педагогпа наставник çулĕнче çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа тата авторăн çĕнĕрен пичетленсе тухнă «Аслă Атăл юххине тухасчĕ...» сăвăсемпе юрăсен пуххишĕн Нестер Янкас ячĕллĕ Премийĕн лауреачĕ ята тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски муниципалитет округĕнчи «Тĕп вулавăш» бюджет культура учрежденийĕ тăратнă.
НИКОЛАЕВ Андрей Николаевич (р. 9.2.1923, д. Ванюшкасы –13.10. 2005) – учитель. Окончил Чебоксарское педучилище (1940), исторический факультет Чеб ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 80 | Хăçан хушнă: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Терентьева (Тимофеева) Людмила Михайловна, Чăваш Республикин Вăрнар муниципалитет округĕн Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Нурăс вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен педагог тата эстрада юрăçи, чăваш юрри-кĕввине Чăваш Республикин тĕрлĕ тăрăхĕнче анлă сарнăшăн, Трак ен халăхне "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" фестивальте хăйĕн ăсталăх-пултарулăхĕпе паллаштарсах тăнăшăн тата 2022 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи Вăрнар муниципалитет округĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Нурăс вăтам шкулĕ» бюджет учрежденийĕ тăратнă.
Терентьева Людмила Михайловна, родилась 29 февраля 1964 года в с.Исаково Красноармейского района Чувашской Республики.
Терентьева Людмила Михайловна В 1971 году поступила в 1 класс Исако ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 82 | Хăçан хушнă: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Власова (Скворцова) Роза Анатольевна, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, журналистсен Н.В.Никольский ячĕллĕ преми лауреачĕ, «Хыпар» издательство çурчĕн журналисчĕ республикăмăрти «Хыпар» обществăпа политика хаçат страницисенче Трак енри паллă ентешсен пурнăçне çутатакан статьясемшĕн тата 2022 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкар хулинчи «Трак ен» ентешлĕх правленийĕ тăратнă.

Свою творческую деятельность Власова Роза Анатольевна начала в 1990 году. Будучи ученицей 11 класса, победила в республиканском конкурсе «Молодой журналист - 90». С 1 августа 1995 года работает в Издательском доме «Хыпар». Была корреспондентом отдела образо ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 108 | Хăçан хушнă: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салин Тĕп библиотекăн вулав пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ Вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа "Нестер Янкас вулавӗсем" наукӑпа таврапӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Вӑл кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут пулчĕ. Конференцие хутшӑннисем Трак енри Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗсен тата вĕсен династийĕсен педагогикӑри сумлӑ ӗҫӗсем ҫинчен калаҫрӗҫ. Чӑннипех те мухтавлӑ та хисеплӗ ентеш-вӗрентекенсем. Сӑмах май каласан, "Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ" ятпа тӗрлӗ вӑхӑтра пурӗ 12 ҫынна чысланӑ, "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ" ята вара 45 вӗрентекен тивӗҫнӗ. Вӗсем - Трак енӗн кун-ҫулне пуянлатакансем, вӗсем - ҫитӗнекен ӑрӑва ӑс-хакӑл парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратакансем. Конференцие Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленйĕн председателĕ ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 89 | Хăçан хушнă: 04.03.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2023  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz