Кĕçнерникун, 02.05.2024, 19:24
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2023 » Пуш » 4 » Трак енри Нестер Янкас ячӗллӗ пĕрлĕх 2022-мĕш çулшăн Преми лауреачӗсене чысларĕ
Трак енри Нестер Янкас ячӗллӗ пĕрлĕх 2022-мĕш çулшăн Преми лауреачӗсене чысларĕ
12:50
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2

Трак енри Нестер Янкас ячӗллӗ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ 2022-мĕш çулшăн паракан Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачӗсене тата ҫак пӗрлӗхӗн сумлă хастарӗсене чысларӗ. Асăннă çулхи лауреатсем: Роза Власова - "Хыпар" издательство çурчĕн журналисчĕ, Людмила Терентьева - эстрада юрăçи, Андрей Николаев (1993-2005) - çыравçă тата таврапĕлÿçĕ, Красноармейски салинчи Тĕп вулавăш ĕç коллективĕ. Кунсăр пуçне "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" ордена Гурий Дубров - таврапĕлÿçĕ тата сăвăç-очеркист, Виктор Данилов - таврапĕлÿçĕ тата журналист тивĕçнĕ. "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медале вара Клавдия Тукайăкĕ поэт-çыравçă тата Владимир Григорьев ирĕклĕ кĕрешÿ тренерĕ тивĕçнĕ. "Пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ" паллăна вара Валентина Рудникова çыравçă тата композитор тивĕçнĕ. Чыслав хыççăн малтанхи тата паянхи лауреатсем концерт лартса пачӗҫ. Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ хастар ӗҫлени, пултаруллӑ ентешсене хавхалантарса тӑни чуна савӑнтарать. Кашни ҫулах лауреатсен йышӗ ӳссе пырать. Ҫак сумлӑ ята илме тивӗҫлӗ пулнисене ӑшшӑн саламлатпӑр, малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме, пултарулӑха аталантарса пыма, Трак ен ят-сумне ҫӗклесе тӑма ҫирӗп вӑй-хӑват, ырӑ ӗмӗт-шухӑш, пархатарлӑ ӗҫсем, ӑнӑҫу сунатпӑр.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 103 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2023  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz