Эрнекун, 03.05.2024, 02:03
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2023 » Пуш » 4 » Трак енре "Нестер Янкас вулавĕсем - 2023" конференци иртрĕ
Трак енре "Нестер Янкас вулавĕсем - 2023" конференци иртрĕ
01:28
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салин Тĕп библиотекăн вулав пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ Вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа "Нестер Янкас вулавӗсем" наукӑпа таврапӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Вӑл кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут пулчĕ. Конференцие хутшӑннисем Трак енри Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗсен тата вĕсен династийĕсен педагогикӑри сумлӑ ӗҫӗсем ҫинчен калаҫрӗҫ. Чӑннипех те мухтавлӑ та хисеплӗ ентеш-вӗрентекенсем. Сӑмах май каласан, "Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ" ятпа тӗрлӗ вӑхӑтра пурӗ 12 ҫынна чысланӑ, "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ" ята вара 45 вӗрентекен тивӗҫнӗ. Вӗсем - Трак енӗн кун-ҫулне пуянлатакансем, вӗсем - ҫитӗнекен ӑрӑва ӑс-хакӑл парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратакансем. Конференцие Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленйĕн председателĕ Иван Афанасьев-Чураль тата Красноармейски муниципалитет округĕнчи Чăваш наци конгресĕн уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова ертсе пычĕç. Пурĕ 15 доклад - тухса калаçни итлерĕç.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 88 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2023  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz