Вырсарникун, 05.05.2024, 14:51
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2021 » Çĕртме » 11
Сăн ÿкерчĕк

Яковлев Николай Геннадьевич 1954 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Чатукасси ялĕнче çуралнă. 1961-71 çулсенче Чатукасси вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн пĕр çул Енĕшкассинчи вулавăшра вăй хунă. 1972-74 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă. 1974-75 çулсенче "Герой" колхозăн водителĕнче тăрăшнă, 1975-86 çулсенче вара Красноармейски районĕн шалти ĕçсен пайĕнче милицин участокри инспекторĕнче тимленĕ. 1986 çултан пуçласа 2011 çулччен «Чул хула трансгаз Газпромĕ» ОООн филиалĕнче – Заволжски ЛПУМГра хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен служба начальникĕнче вăй хунă. Халĕ – пенсионер, тивĕçлĕ канура. Вăл – районти юрă-ташă халăх пултарулăх ушкăнĕсен хастар пайташĕ, газ уçлакан станцин Заволжски клубĕнче те артист-юрăç тĕрлĕ конкурссемп ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 132 | Хăçан хушнă: 11.06.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Архипова (Александрова) Ольга Александровна 1929 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ колхозсем йĕркеленнĕ пăтравлă вăхăтра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1941-1945 çулĕсемпе пĕр килнĕ. Тусайри пуçламăш, Упири вăтам шкулта (1949),  Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕнчен историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă (1953). Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари вăтам (1953-1956),  Кĕçĕн Таяпари çичĕ çул вĕренмелли (1956-1957),  Елчĕкри вăтам(1957-1958),Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вăтам (1958-1985) шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ.

Педагог, фольклорист, таврапĕлÿçĕ, общество деятелĕ, ĕçпе вĕрентÿ (1953- ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 121 | Хăçан хушнă: 11.06.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
  1. Юрий Вирьял поэт-лирик тата куçаруçă ăçта тата хăçан çуралнă? Ку яла мĕншĕн çапла каланă-ши?

Юрий Вирьял (Юрий Петрович Петров) 1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче учитель кил-йышĕнче çуралнă. Пилĕк ачаран чи асли пулнă. Ку ял икĕ ял пĕрлешнипе пулса кайнă: Еншик тата Пысăк Чуллă. Еншик – яла пуçарса янă тĕне кĕмен чăваш, Чуллă – чулран тунă çуртсем пур тенине пĕлтерет.

  1. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?

Юрий Вирьял хăй ачалăхĕпе Аслă Аттелĕх вăрçин асаплă кунĕсене чăтса ирттернĕ поэтсен йышне кĕрет. Учитель çемйинче çуралнăскер, «вăрçă ачи» пĕчĕкренех хут-кĕнекепе туслă пулнă. 3-4-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 134 | Хăçан хушнă: 11.06.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz