Кĕçнерникун, 02.05.2024, 08:33
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2020 » Кăрлач » 25
Сăн ÿкерчĕк

Николай Ершов писатель çулленех хăйĕн ячĕллĕ литература конкурсне йĕркелесе ирттерет. Çакă кăçалхипе вун тăваттăмĕш хут пулчĕ. Хальхинче лауреат Дипломне Виктор Данилов тивĕçрĕ. Ăна çыравçă пичет ĕçĕн ветеранне районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра 2019 çулта пичетленнĕ чи лайăх статьясемшĕн пама йышăнчĕ. В.М. Данилов 1957 çулта хамăр районти Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан, партин Чулхулари аслă шкулĕнчен тата патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă. Совет Çарĕнче службăра тăнă. Тĕрлĕ çулсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра корреспондентра, радиоорганизаторта, радиоинформаци пайĕн заведующийĕнче, район администрацийĕн радиоинформаци тата общественноçпа çыхăну тытакан пайĕн заведующийĕнче, организаципе тĕрĕслев тата информатизаци управленийĕн начальникĕн çумĕнче, вырăнти хăй тытăмлăх тата территорири общество хăй тытăмлăхĕн секторĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 2011-2018 çулсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçатăн ял ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 223 | Хăçан хушнă: 25.01.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Трак енрен паллă çынсем чылайăн тухнă. Вĕсенчен пĕри — Иван Ефимович Шашков. ... Вăл 1909 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче хамăр тăрăхри Пайсупин ялĕнче çуралнă. Упири пуçламăш, Çĕрпỹри икĕ сыпăклă шкулсенчен, 1935 çулта Ленинградри патшалăх университечĕн математикăпа механика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1936-1938 çулсенче 224-мĕш номерлĕ заводра инженер-расчетчикра ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçине хутшăннă, аманнă. Ленинград хулине хỹтĕлес тата ăна ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче пулнă. 25840-мĕш номерлĕ çар чаçĕнче службăра тăрса 1946-1959 çулсенче стратеги тĕлĕ-шĕнчен пысăк пĕлте-рĕшлĕ ракетăсем туса кăларакан ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. 1959-1963 çулсенче кунти лаборатори, 1963-1966 çулсенче ăслăлăх ĕçĕн, 1966-1969 çулсенче ятарлă вĕçев аппарачĕсен пайĕн пуçлăхĕсенче вăй хунă. Ăслăлăхăн 9 кандидачĕпе 2 докторне хатĕрленĕ. С.П. Королевпа пĕрле Р-7 ракетăсене ха-тĕрлесе кăларма тата тĕпчев ĕçĕсем ирттерме тỹрремĕне ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 223 | Хăçан хушнă: 25.01.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz