Эрнекун, 26.04.2024, 08:36
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2016 » Кăрлач » 21
Сăн ÿкерчĕк

Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Вăл правленин 2016 çулхи ĕç планне çирĕплетрĕ, пĕрлĕх уставне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен тата паянхи кирлĕ ытти ыйтусене сỹтсе яврĕ. Кăçал тумалли чи пысăк ĕçсен шутĕнче — “Трак тăрăхĕнчи композиторсен юррисем” кĕнекене (нотăсемпе, юрăсен сăмахĕсемпе пĕрле) хатĕрлесе пичетлесе кăларасси. Пуçаруçи — Кушкăри И. Р. Степанов композитор. Халĕ композиторсен сăнỹкерчĕкĕсене, биографийĕсене, вĕсем кĕвĕленĕ юрăсен нотисене, сăмахĕсене пухас тата компьютерпа наборлас ĕç пырать. Пĕтĕм ĕçе çăва тухиччен вĕçлесе кĕнекене пичетлесе кăларма палăртатпăр. Тĕллев: юрă кĕвĕленĕ пĕр çынна та манса хăвармалла мар. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри çĕре кĕнĕ ĕнтĕ (В. Уганин, Г. Прокопьев, Ю. Миронов тата ыттисем). Чылай авторсемпе материалсем хатĕр. Нумайăшĕнпе хатĕрлесе çитермен. Çакăнта авторсен çемйисен членĕсен пулăшăвĕ те кирлĕ. Малтанхи ĕçсене тума авторсен ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 513 | Хăçан хушнă: 21.01.2016 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Иртнĕ çул вĕçĕнче, раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче эпир паллă ентеш, фольклорист, Яманак ялĕнче çитĕннĕ Иван Анисимович Патмарăн 100 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Ĕлĕк асатте-асаннесем халăх сăмахлăхне питĕ аван пĕлнĕ. Ватăсем ача-пăчана ятлас вырăнне ваттисен сăмахĕсемпе ăса вĕрентсе пынă. Сасса чăваш çынни пули-пулми нихăçан та хăпартман. Халăх сăмахлăхĕн кашни тĕслĕхĕпе вырăнлă усă курма тăрăшнă. Ваттисен сăмахĕсемпе усă курман çын та пулман пулĕ чăвашра, мĕншĕн тесен унта халăхăн пурнăçĕ ỹкерĕнсе юлнă. “Ăс — халăхра” текен ваттисен сăмахĕ шăпах çакна çирĕплетсе парать те ĕнтĕ. Чăваш халăхĕ хăйне нихăçан та ăсла хуман, çак ваттисен сăмахне вăл питех те аван пĕлнĕ: “Ăслă çын хăйне ăсла хумасть”. И. Патмар та нумай калаçмасăрах пысăк ĕç туса пынă. Халăх сăмахлăхĕн пĕр пĕрчине те çухатас мар тесе ĕçленĕ Иван Анисимович. Чăваш халăх сăмахлăхне ялтан яла çитсе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă. Ентешĕм ваттисен калаçăвне тимлĕн итленĕ, кăмăла к ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 544 | Хăçан хушнă: 21.01.2016 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăваш кĕнеке издательствинче иртнĕ уйăх вĕçĕнче кăна çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухнă: “Чăваш литературин антологийĕ (ача-пăча валли çырнă хайлавсем)”. Редакци коллегийĕн йышĕнче паллă филологсемпе çыравçăсем тата тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем: С. Л. Павлов, В. П. Комиссаров, И. В. Софронова, В. Г. Родионов, В. Н. Алексеев, Д. В. Гордеев, Р. В. Сарпи, А. И. Мефодьев, Н. П. Ишентей, И. Ю. Кириллов, Г. П. Соловьева. Пухса хатĕрлекенĕ — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ И. В. Софронова доцент. Ум статйине те вăлах çырнă. Кĕнеке чăваш ача-пăча литературин аталанăвне туллин уçса парать. Унта XIX—XXI ĕмĕрсенчи чăваш çыравçисен ачасемпе çамрăксем валли çырнă чи лайăх хайлавĕсем кĕнĕ. Пĕтĕмпе 180 ытла автор пултарулăхĕпе паллашма пулать. Антологире сăвăсем, юптарусем, калавсем, вăйăсем, шỹтсем, юмахсем, повеçсемпе пьесăсен сыпăкĕсем пичетленнĕ. Хайлавсен пуххине Трак енрен тухнă 14 çыравçăна кĕртнĕ: вĕсен кĕске биографийĕсемпе сăнỹкерчĕкĕсем пур. Çав йы ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 450 | Хăçан хушнă: 21.01.2016 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz