Кĕçнерникун, 09.05.2024, 01:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2016 » Кăрлач » 21 » Ача-пăча хайлавĕсен пуххи
Ача-пăча хайлавĕсен пуххи
01:40
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш кĕнеке издательствинче иртнĕ уйăх вĕçĕнче кăна çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухнă: “Чăваш литературин антологийĕ (ача-пăча валли çырнă хайлавсем)”. Редакци коллегийĕн йышĕнче паллă филологсемпе çыравçăсем тата тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем: С. Л. Павлов, В. П. Комиссаров, И. В. Софронова, В. Г. Родионов, В. Н. Алексеев, Д. В. Гордеев, Р. В. Сарпи, А. И. Мефодьев, Н. П. Ишентей, И. Ю. Кириллов, Г. П. Соловьева. Пухса хатĕрлекенĕ — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ И. В. Софронова доцент. Ум статйине те вăлах çырнă. Кĕнеке чăваш ача-пăча литературин аталанăвне туллин уçса парать. Унта XIX—XXI ĕмĕрсенчи чăваш çыравçисен ачасемпе çамрăксем валли çырнă чи лайăх хайлавĕсем кĕнĕ. Пĕтĕмпе 180 ытла автор пултарулăхĕпе паллашма пулать. Антологире сăвăсем, юптарусем, калавсем, вăйăсем, шỹтсем, юмахсем, повеçсемпе пьесăсен сыпăкĕсем пичетленнĕ. Хайлавсен пуххине Трак енрен тухнă 14 çыравçăна кĕртнĕ: вĕсен кĕске биографийĕсемпе сăнỹкерчĕкĕсем пур. Çав йышра: Мĕтри Ваçлейĕ (Çирĕклĕ), Нестер Янкас (Янкас), Филипп Андреев (Кĕрекаç), Зоя Нестерова (Анат Кушар), Владимир Харитонов (Пайсупин), Юрий Вирьял (Еншик), Геннадий Юмарт (Кайри Карăк), Юрий Сементер (Танăш), Николай Карай (Карай), Ăсан Уçăпĕ (Санькасси), Исмай Исемпек (Кĕçĕн Чуллă), Борис Романов (Кивĕ Йĕкĕт), Александр Пăртта (Туçи Чуракасси), Петĕр Яккусен (Упаçырма).

Н. Ершов

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 455 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz