Юнкун, 24.04.2024, 00:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2016 » Кăрлач » 21 » Пĕр пĕрчине те çухатмалла мар…
Пĕр пĕрчине те çухатмалла мар…
01:43
Сăн ÿкерчĕк

Иртнĕ çул вĕçĕнче, раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче эпир паллă ентеш, фольклорист, Яманак ялĕнче çитĕннĕ Иван Анисимович Патмарăн 100 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Ĕлĕк асатте-асаннесем халăх сăмахлăхне питĕ аван пĕлнĕ. Ватăсем ача-пăчана ятлас вырăнне ваттисен сăмахĕсемпе ăса вĕрентсе пынă. Сасса чăваш çынни пули-пулми нихăçан та хăпартман. Халăх сăмахлăхĕн кашни тĕслĕхĕпе вырăнлă усă курма тăрăшнă. Ваттисен сăмахĕсемпе усă курман çын та пулман пулĕ чăвашра, мĕншĕн тесен унта халăхăн пурнăçĕ ỹкерĕнсе юлнă. “Ăс — халăхра” текен ваттисен сăмахĕ шăпах çакна çирĕплетсе парать те ĕнтĕ. Чăваш халăхĕ хăйне нихăçан та ăсла хуман, çак ваттисен сăмахне вăл питех те аван пĕлнĕ: “Ăслă çын хăйне ăсла хумасть”. И. Патмар та нумай калаçмасăрах пысăк ĕç туса пынă. Халăх сăмахлăхĕн пĕр пĕрчине те çухатас мар тесе ĕçленĕ Иван Анисимович. Чăваш халăх сăмахлăхне ялтан яла çитсе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă. Ентешĕм ваттисен калаçăвне тимлĕн итленĕ, кăмăла кайнă çавра сăмахсене вара тỹрех хут çине куçарма васканă. Тăван сăмаха питĕ юратни çак ĕçе тума хистенĕ те ăна. Халăх сăмахлăхĕ урлă ачасене ăс пама аван пулнине те лайăх пĕлнĕ вăл. Патмар юмахĕсем чи малтан 1937 çулта Мускавра “Чувашские сказки” кĕнекере кун кураççĕ. Çавăнтанпа вăл пухса пынă материалсем чылай кĕнекепе хаçат-журналта, вĕренỹ кĕнекисенче çапăнса тухрĕç. Вĕсемпе тĕпчевçĕсем те анлă усă кураççĕ. Паллăрах кĕнекесенчен çаксене асăнмалла: “Ача-пăча юмахĕсем”, “Чăваш фольклорĕ”, “Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем”, “Ача-пăча сăмахлăхĕ”, ултă томлă “Чăваш халăх сăмахлăхĕ”, “Улăп халапĕсем”. Чăваш халăх сăмахлăхне уйрăмах Н. Ашмарин, Н. Никольский, Г. Комиссаров, А. Васильев нумай пухса хăварнă. Ĕçĕсене кура Иван Патмар та çавсемпе пĕр ретрех тесе калас килет. Халăх сăмахлăхĕн пуянлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пухас çĕрте вăй-халне те, сывлăхне те шеллемен вăл. Яманак ен юррисенех тăватă кĕнеке хальлĕн пухса хатĕрленĕ. Ваттисен сăмахĕсем вара “Халăх ăслăлăхĕ” ятпа виçĕ томпа тухнă. Вăл пухса хатĕрленĕ “Уртей мучи юмах-халапĕсем” икĕ кĕнекепе кун çути курнă. Иван Патмар пухнă халăх сăмахĕ жанр тĕлĕшĕнчен питĕ пуян пулнине палăртса хăвармалла. Юрă-такмак хăех тĕрлĕ тĕслĕ. Унта туй, салтак, ĕçкĕ, сăпка, çĕн çĕре каякансен тата тĕрлĕ ĕç юррисене тĕл пулма пулать. Патмар пуххинче сайра тĕл пулакан е пачах çырса илмен хайлав хисепĕ сисĕнмеллех пысăк. Ку енĕпе унăн ĕç юррисене, улăп халапĕсене, пил сăмахĕсене, халăх сăнавĕсене, тĕрĕ-эреше, салам е вăрçашу сăмахĕсене асăнмалла. “Патмар пухнă халăх сăмахлăхĕсем хушшинче ĕç юррисем 715 йĕрке, уяв юррисем — 1905, туй юррисем — 25457, салтак юррисем 5798 йĕрке, тупмалли юмахсем — 1714, çанталăка сăнанисем — 1129, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем — 5163, чăвашсен ĕлĕкхи ячĕсемпе хушамачĕсем (халиччен хут çине çырăнманнисем) — 9007, халапсемпе юмахсем 397... Кусемсĕр пуçне çĕн çĕре каякансен юррисем, ташă такмакĕсем, ача-пăча сăввисем, шỹтлĕ юрăсем, вĕрỹ-суру чĕлхисем тата ытти те пур”, — тесе палăртать Хветĕр Уяр “Чăваш коммуни” хаçатăн 1946 çулхи 95-мĕш номерĕнче. 1946 çулта тухнă “Красная Чувашия” хаçатра та Хветĕр Уяр çак сăмахсенех çирĕплетнĕ. Çавăн çумне кĕреке юррисене 5500 йĕрке пухнă тесе çырнă. “Чăваш сăмахĕ — пирĕн чăн çăлкуç, шăнкăртатать вăл ĕмĕр-ĕмĕре”, — тенĕ Петĕр Хусанкай. Вĕсене сăвăç 1965 çултах И. Патмара халăх ăс-хакăлне пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса упранăшăн саламласа каланă. И. Патмар халăх сăмахлăхне мĕн çĕре кĕричченех пухнине палăртса хăвармалла. Халăх сăмахлăхĕ пĕр вырăнта тăмасть, кунĕн-çĕрĕн аталанать. Вăл çавна аван пĕлнĕ. Унăн фольклорăн пĕр пĕрчине те манăçа кăларас килмен. Май пур таран ăна пухма тăрăшнă. 53 çул хушшинче çĕршер тетрадь вăл тăрăшнипе халăх сăмахлăхĕпе пуянланнă. Çур ĕмĕр хушшинче И. Патмар ăçта-ăçта çитсе курман-ши, кампа кăна калаçман-ши? Иван Анисимович пушă вăхăт тупăнсанах Чăваш Енти районсем тăрăх тухса çỹренĕ, халăх сăмахлăхне пухнă. Е тата республика тулашĕнчи ялсене çитме васканă. Тĕл пулакан кашни çынпа калаçма тăрăшнă. Тулай чăвашĕсем те ăна лайăх пĕлнĕ, май пур таран пулăшнă. Юратнă ĕçе вăл фронтра та, госпитальте те пăрахман. И. Патмар пухнă материалсем Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕн архивĕнче çеç мар, килти архивра та чылай упранаççĕ. И. Патмарăн ырă ĕçне малалла тăсаканĕ — ывăлĕ — Эдисон Иванович Патмар. Çыннăн ăс-хакăлне вăй-хăват парса тăраканĕ вăл — тăван сăмах, атте-анне чĕлхи. “Сăмах — ылтăнпа пĕр”, теççĕ ваттисем. Тăван сăмахлăх — халăхăн ĕмĕртен-ĕмĕре пухăннă ăс-тăн мулĕ, унăн савăнăçĕпе хĕн-хурлăхне сăнлакан пуянлăх, иртнĕ пурнăçĕпе малашлăхне, тĕнче курăмне çутатакан иксĕлми чĕрĕ çăлкуç. Тăван сăмахлăх пире ырă ĕçпе, çутă та таса тĕллевпе пурăнма вĕрентет. Вăл — илемлĕ, вилĕмсĕр. Ентеш-фольклорист ятне яланах сума сăвăпăр, чĕрере упрăпăр эпир. 
В. Васильева
 

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 543 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz