Эрнекун, 26.04.2024, 13:18
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 02
Сăн ÿкерчĕк
Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа салинче çуралса ÿснĕ В.П.Сидоров-Эктел - иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче палăрнă поэт, прозаик, публицист, ÿнер тата литература тишкерÿçи. 

Хăй вăхăтĕнче Василий Петрович учительте, Елчĕк районĕн архитекторĕнче, Шупашкарти электроаппарат завочĕн художникĕнче, Чăваш телекуравĕнче, "Ялав” тата "Пике” журналсен редакцийĕсенче ĕçленĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче вара тĕрлĕ енлĕ аталаннă ĕçчен республикăри Профессионал писательсен фондне тата "Калем” издательствине ертсе пынă.

Нарăсăн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Тăван Атăл” журналăн тата Чăваш тавра пĕлÿçисен Алексей Милли ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ В.П.Сидоров-Эктел 60 çул тултармаллаччĕ. Шел, эпир унпа 2005 çулхи çурла уйăхĕнче ĕмĕрлĕхех сыв пуллашрăмăр.

1988 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ Василий Эктел тĕрлĕ жанрпа çырнă. Унăн пĕрремĕш сăввисем хĕрĕх пилĕк çул каяллах районти "Елчĕк ен” тата республикăри "Пионер сасси” хаçатсенче ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 680 | Хăçан хушнă: 02.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
(Малалли)
Кушак пек, пĕр сасăсăр кĕчĕç пӳрте, салтăнса вырăн çине выртрĕç. Эрех ĕçсе шĕвелнĕ юн выртнă-выртман çывăрттарса ямарĕ пулмалла мăшăра. Иванпа Варук вăрттăн лăх-лăх кула-кула пĕр-пĕрин çумне çыпçăнма тытăнчĕç, юрату вăййине пуçласа ячĕç…
– Намăссăрсем! Сире тăватă ача çитмест, тепĕр ача çуратасшăн! – илтĕнсе кайрĕ пӳртри шăплăха çурса кравать айĕнчен Марье аппа сасси.
Иванпа Варук хăранипе пĕр-пĕрин çумне çыпçăнсах ларчĕç, нимĕн тума пĕлмеççĕ. Мĕн пулса иртнине ăнкарса илчĕ те Иван, тумланмасăрах сиксе тăчĕ. Çутă çутмасăрах амăшне хăйсем çывăракан кравать айĕнчен сĕтĕрсе кăларчĕ, алă вĕççĕн йăтса кайса кайри пӳртри кравать çине çӳлтенех пăрахрĕ.
Наталипе Мишша та сасăпа ыйхăран вăранма ĕлкĕрнĕ:
– Атте, мĕн пулнă аннене, мĕншĕн кăшкăрать вăл çĕр варринче? – ыйтрĕ Натали ашшĕнчен.
– Нимĕнех те пулман, çывăрăр, усал тĕлĕк тĕлленнĕ курăнать, – терĕ те ачисене витсе, алăксене хупса мăшăрĕ çумне кĕрсе выртрĕ.
Варук, шăннă выçă йытă пек, чĕт ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 594 | Хăçан хушнă: 02.03.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz