Эрнекун, 26.04.2024, 13:06
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 2 » Хаярлăх вăрлăхĕ. 6-мĕш пай
Хаярлăх вăрлăхĕ. 6-мĕш пай
22:53
Сăн ÿкерчĕк
(Малалли)
Кушак пек, пĕр сасăсăр кĕчĕç пӳрте, салтăнса вырăн çине выртрĕç. Эрех ĕçсе шĕвелнĕ юн выртнă-выртман çывăрттарса ямарĕ пулмалла мăшăра. Иванпа Варук вăрттăн лăх-лăх кула-кула пĕр-пĕрин çумне çыпçăнма тытăнчĕç, юрату вăййине пуçласа ячĕç…
– Намăссăрсем! Сире тăватă ача çитмест, тепĕр ача çуратасшăн! – илтĕнсе кайрĕ пӳртри шăплăха çурса кравать айĕнчен Марье аппа сасси.
Иванпа Варук хăранипе пĕр-пĕрин çумне çыпçăнсах ларчĕç, нимĕн тума пĕлмеççĕ. Мĕн пулса иртнине ăнкарса илчĕ те Иван, тумланмасăрах сиксе тăчĕ. Çутă çутмасăрах амăшне хăйсем çывăракан кравать айĕнчен сĕтĕрсе кăларчĕ, алă вĕççĕн йăтса кайса кайри пӳртри кравать çине çӳлтенех пăрахрĕ.
Наталипе Мишша та сасăпа ыйхăран вăранма ĕлкĕрнĕ:
– Атте, мĕн пулнă аннене, мĕншĕн кăшкăрать вăл çĕр варринче? – ыйтрĕ Натали ашшĕнчен.
– Нимĕнех те пулман, çывăрăр, усал тĕлĕк тĕлленнĕ курăнать, – терĕ те ачисене витсе, алăксене хупса мăшăрĕ çумне кĕрсе выртрĕ.
Варук, шăннă выçă йытă пек, чĕтресе выртать, пĕр сăмах та чĕнеймест, Иван ăна лăплантарма тăрăшрĕ, ачасем вăраннине систерчĕ. Çук, канлĕн çывăрасси пулмарĕ кĕçĕр Иванпа Варукăн.
Çутăлсан та калаçмасăрах кам ĕçе, кам шкула тухса утрĕ, ирхи апат çиесси те пулмарĕ. Марье аппа вырăн çинчен тăмарĕ, пурте тухса кайсан çеç тăрса тумланчĕ те картишне тухрĕ. «Кăтартăп эпĕ ăна манăн килте хуçаланма, кăтартăп! Çак мыскара хыççăн писетех вăл пирĕн çемьерен, тухса каятех каялла», – мăкăртатса çӳрерĕ вăл выльăх-чĕрлĕхсене пăхнă май.
Варук ĕçре те хăйне хăй лăплантараймарĕ. Мĕн çинчен кăна шухăшламарĕ-ши вăл: килне пăрахса Хурăнлăха куçса килнĕшĕн те ӳкĕнчĕ, ыранах каялла кайма та шухăш тытрĕ… Çук, уйрăлаймасть вăл Иванран, уйрăлаймасть. «Тен, Ивана уйрăлса тухма ӳкĕтлес?» – пырса кĕчĕ унăн пуçне пĕр шухăш.
Киле таврăнса каçхи апат пĕçерчĕ, ачасене апатлантарчĕ. Иван ĕçрен таврăнман-ха. Марье аппа çав кунран çемьепе пĕрле апата лармарĕ. Юри ывăлĕ таврăннă çĕре типĕ çăкăр çисе ларса та пăхрĕ, чирлем пекки те турĕ. Çук, калаçмарĕ унпа Иван.
– Иван, – терĕ Варук апат хыççăн. – Атя пирĕн пата таврăнатпăр. Эпĕ чăтса пурăнаймастăп урăх, мĕнле те пулин хăрушă ĕç туса хума пултаратăп, – йăлăнчĕ вăл йĕре-йĕре.
– Чăтмах тӳр килет, Варук. Çынсем мĕн калĕç? Натали кăçал вăтам шкул пĕтерет. Мишша та ӳссе çитнĕ ĕнтĕ, каччă пулнă темелле. Санăн ачусем те салтакра, тепĕр çултан асли таврăнмалла, – терĕ Иван Варука пуçĕнчен шăлса.
…Хĕл кăçал ытла сивĕ, типĕ килчĕ. Çавăнпа та çуркуннене аран-аран кĕтсе илчĕç ял çыннисем. Çут çанталăк вăранса симĕс тумне тăхăнчĕ, улма-çырла йывăççисем шурă пĕркенчĕк айне пулчĕç.
Ялта ĕç нихăçан та пĕтмест, тупăнсах пырать, уйрăмах çуркунне. «Çурхи кун çулталăк хушши тăрантарать» тенине ял çынни нихçан та манса каймасть, çывăрмасăр-канмасăр ĕçлеме хатĕр. Иванпа Варукăн та ĕç нумай: Карачăм ялĕнче те, Хурăнлăхра та… Киле вĕсем çĕр выртма анчах таврăнаççĕ ку вăхăтра, пур çĕре те çитмелле.
Марье аппана килте ирĕк, пĕр-пĕччен аппаланать хуçалăхра. Наталипе Мишшана шкула ăсатмалла, кĕтсе илмелле. Юратать вăл вĕсене, чунне пама хатĕр вĕсемшĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «анне» тесе чĕнеççĕ мăнукĕсем, вăл мĕн хушнине яланах пурнăçлама тăрăшаççĕ, юратаççĕ.
Çурхи ĕçсенчен кăштах пушансан, Варук кил-хуçалăхри ĕçсене пуçăнчĕ: нумаях пулмасть пӳрт ăш-чиккине çуса тасатрĕç вĕсем Наталипе, тум-тирсене, вырăнсене хĕвел çине кăларса типĕтрĕç. Наталипе вĕсем туслашма ĕлкĕрнĕ тесен тĕрĕсех те пулмасть пулĕ, анчах çак куна çитсе пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа курман.
Мишшапа та çаплалла, арçын ача ытларах ашшĕпе çеç калаçкалать, канашлать.
Урамра хĕртсе хĕвел пăхать, ăшă, лĕм çил те çук. Варук урамран типме çакнă япаласене пуçтарса кĕчĕ те кайри пӳртри сĕтел çинче утюгпа якатма тытăнчĕ. Иван – ĕçре, ачасем – шкулта. Марье аппа çереме хур чĕпписем сыхлама кайнă. Аванах якатрĕ вăл, купи-купипе пухăнса пычĕç япаласем. Иртенпе çимен хĕрарăмăн çиес килсе кайрĕ. Тытăннă ĕçе туса пĕтерес тесе юлашки япаласене якататчĕ Варук пăянамăшĕ пырса кĕнĕ çĕре.
– Кăнтăрла çитет, эсĕ халь те япала якататăн-им вара? Апат çинчен кам шухăшламалла? Майласа хунă апата та пĕçерме лартаймастăн. Электричестви мĕн чухлĕ пĕтет тата, ĕлĕк эпир йĕтĕрпех якатнă япаласене, – терĕ те вăл утюг шнурне розеткăран туртса кăларчĕ.
Варукăн куçĕсем хуралса кайрĕç, юнпа тулчĕç, пĕтĕм кӳлепипе чĕтреме тытăнчĕ вăл.
– Ах, ват супнă! – кăшкăрса ячĕ Варук. – Эсĕ хăçанччен ман юна ĕçетĕн-ха? Тухатмăш карчăк! Чăтма пултараймастăп ку мăшкăла урăх! Вилме маннă ват супнă! – терĕ те Варук вĕри утюгпа Марье аппана тăнлавĕнчен хытă кăна çапрĕ. Карчăк урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Варук пăянамăшне тата темиçе хутчен пуçĕнчен вĕри утюгпа чышрĕ, урисемпе таптарĕ, çӳçĕнчен лăскарĕ. Утюга урайне ывăтса ярса аллине пуртă ярса илчĕ те карчăк мăйĕ çине пĕтĕм вăйĕпе лартрĕ. Марье аппа пуçĕ айккинелле сирпĕнсе кайрĕ, пĕтĕм урай юнпа çăвăнчĕ. Варук тĕпсакай хăмисене уçрĕ те карчăк пуçĕпе кӳлепине аялалла сирпĕнтерчĕ. Тискер кайăка çаврăннă хĕрарăм нимĕн тума пĕлмен енне урайĕнче выртакан утюга ярса илчĕ те хăйне хăй пуçĕнчен çапма тытăнчĕ, урайĕнчи юн кӳлленчĕкĕ çине кайса ӳкрĕ.
Пĕр çулталăк иртрĕ ĕнтĕ Хурăнлăхри çак хăрушă ĕç пулса иртнĕренпе. Варука вун пилĕк çула тĕрмене хупрĕç. Натали вăтам шкул пĕтерсе медицина училищине вĕренме кĕчĕ, Мишша 9-мĕш класра вĕренет. Ял халăхĕ çаплах лăпланмасть-ха: пĕрисем Ивана айăплаççĕ, теприсем – Марье аппана. Варук хутне кĕрекенсем те, ăна айăплакансем те пур. Кил- хуçалăха тытса пыма, çуса тасатма, апат-çимĕç пĕçерме ачасем çитĕннĕ ĕнтĕ. Иванăн йăмăкĕ те вĕсем патĕнчен тухма пĕлмест, мĕн вăй çитнĕ таран тĕлĕкри пек пурăнать, кама шеллемеллине те пĕлмест. Юрать-ха, ачисем çитĕннĕ, вĕсемпе чунне пусарать, атту тахçанах хăй çине алă хумалли шухăшпа пурăнать.
Акă Натали те фельдшер дипломне илсе яла таврăнчĕ, ашшĕне качча каясси çинчен пĕлтерчĕ. Пулас мăшăрĕ район центрĕнче шофер пулса ĕçлет иккен. Мĕн калăн, пурнăç Варук тĕрмерипе, Марье аппа вилсе выртнипе чарăнса тăмасть. Хăй телейне тупайман пулсан та халĕ Иванăн ачасен телейĕшĕн пурăнмалла. Вĕсем йăмăкĕпе туя хатĕрленме тытăнчĕç.
(Вĕçĕ пулать.)
■ АНАТОЛИЙ ЫРЬЯТ
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 594 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz