Кĕçнерникун, 25.04.2024, 17:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 15
Сăн ÿкерчĕк
Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче çанталăк хăйĕн ăшшине ытлашшиех палăртмарĕ — юрĕ те çăватчĕ, сивĕ çилĕ те пите чĕпĕте-чĕпĕте илетчĕ. Шупашкарти «Mega Galaxy» культурăпа кану центрĕнче вара питĕ ăшăччĕ — кунта 15 сехетре «Чăваш пики-2010» ăмăрту пуçланчĕ.

«Чăваш пики-2010» ята илес тесе 12 хĕр тупăшрĕç — хăйсен пултарулăхĕпе, сăпайлăхĕпе, илемлĕхĕпе тата маттурлăхĕпе мала тухма тăрăшрĕç. Пикесем çак районсемпе хуласенчен пулчĕç — Ананьева Ольга (Етĕрне), Иванова Наталия (Канаш районĕ), Кириллова Аня (Комсомольски районĕ), Томасова Татьяна (Краскоармейски районĕ), Андреева Татьяна (Муркаш районĕ), Кудрявцева Алина (Патăрьел районĕ), Александрова Наталия (Сĕнтĕрвăрри районĕ), Краснова Марина (Çĕмерле районĕ районĕ), Королева Алиса (Тăвай районĕ), Арсентьева Ольга (Шупашкар), Иванщикова Екатерина (Шупашкар районĕ), Михайлова Надежда (Элĕк районĕ).

Хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне вĕсен 5 конкурсра кăтартмалла пулчĕ. Чи малтан хĕрсем хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан вара хăй ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 622 | Хăçан хушнă: 15.03.2010 | Рейтинг: 4.5/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Тин кăна чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ — Г.А. Дегтярёв хатĕрленĕ «Изучаем чувашский язык» пособи. Малтантарах ку кĕнеке 1995 çулта пичетленсе тухнăччĕ — халĕ вара, иккĕмĕш кăларăмпа тухнă май, автор ăна самай çĕнетнĕ. Çĕнетӳсем чылай — кĕнекене кĕртнĕ сăвă тĕслĕхĕсен пурин те тенĕ пекех чăвашларан вырăсла куçарнă варианчĕсем вырнаçнă; умсăмахĕ çĕнелнĕ. Кĕнеке хальхилле пичетленĕ — ăна алла тытма та питĕ кăмăллă. Тата саспаллийĕсем те малтанхи пек вĕтĕ-вĕтĕ мар — шултра.

Кĕнеке рецензенчĕ — Атнер Петрович Хусанкай. «Хальхи нумай-нумай культурăллă аслă тĕнчере çĕтсе каяс мар тесен пире мĕнле те пулин хатĕр кирлĕ. Чĕлхе вара — шăп та лăп çавнашкал хатĕр, тĕнчене туйма пулăшакан çăраççи», — тет вăл хăйĕн умсăмахĕнче.

Мĕнех, чăваш чĕлхине вĕренме кăмăллакансем валли çĕнĕ кĕнеке тухни питĕ лайăх! Чăвашла пĕлмен тусăрсене ăна парнелеме ан манăр — тепрехинче вĕсем патне хăнана кайсан чăвашла пуплешме те пултаратăр.
Миçе çын пăхнă: 669 | Хăçан хушнă: 15.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz