Ытларикун, 16.04.2024, 08:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 26
Сăн ÿкерчĕк
Пултаруллă живописçă, ÿкерÿçĕ, педагог Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Ÿнерçĕ юбилейне Чăваш Енре те, Украинăра та сумлăн паллă турĕç. Республика Президенчĕ Николай Федоров та Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-практика конференцине хутшăнакансем патне саламлă телеграмма янă. Асăннă форум Харьков патшалăх дизайнпа искусство академийĕнче пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче - художникĕн юбилей кунĕнче - иртнĕ. Чаплă ăста пултарулăхĕ икĕ халăха пĕрлештерсе тăракан туслăх кĕперĕ пулни Чăваш Ен ертÿçине савăнтарать.

А.Кокель Патăрьел районĕнчи Турханта çуралса ÿснĕ, 40 çул Украинăра пурăннă. Унăн кун-çулĕнчи чи пысăк тапхăрĕ унта иртнĕ. Вăл Харьков ÿнер училищин преподавателĕнче чылай çул вăй хунă. Ÿнер институтне йĕркелеме пулăшнă. Асăннă аслă шкулăн пĕрремĕш ректорĕ пулнă. Чăвашран тухнă ÿкерÿçĕ пулас сăрă ăст ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 749 | Хăçан хушнă: 26.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Николай Дворов поэт пултарулăхĕпе куллен-кун паллашаççĕ «Сувар» вулаканĕсем. Тăтăшах пичетленеççĕ унăн хайлавĕсем хаçат страницисенче. Илемлĕхпе, çепĕçлĕхпе тыткăна илеççĕ, тĕрлĕ тĕспе, тĕрлĕ сасăпа янраса тăраççĕ Тăхăрьял шăпчăкĕн сăвă йĕркисем. Питĕ тухăçлă ĕçĕпе савăнтарать пире поэт. Кĕске вăхăтрах çине-çине çичĕ кĕнеке кăларма ĕлкĕрчĕ пултаруллă автор. 1999 çултанпа Раççей Писательсен тата Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ 1995 çулта пире «Кун-çул таппи» сăвăсен сборникĕпе савăнтарнăччĕ. Тепĕр çултан унăн «Савăнăç куççулĕ» кĕнеки кун çути курчĕ. «Сукмак» (1998), «Шанăç» (2001), «Тумхахлă çул» (2006), «Чун ыратăвĕ» (2007), «Çулçă çумăрĕ çăвать» (2008) кĕнекесем унăн пултарулăх эткерлĕхне чылай пуянлатрĕç. Кунсăр пуçне Н.Дворовăн сăввисемпе поэмисем «Тăван Атăл», «Ялав», «Шурăмпуç», «Çилçунат», «Атăл юрри» журналсенче, «Тантăш», «Канаш», «Ялав» тата ытти хаçатсенче пичетленсе пычĕç.
Ман умра поэтăн çĕнĕ, черетлĕ саккăрмĕш кĕнеки. «Юрату ч ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 593 | Хăçан хушнă: 26.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Халĕ çуллен чăвашла вуншар кĕнеке пичетленсе тухать. Вĕсен хушшинче сăвăлла çырнисем те, проза та пайтах. Типографирен тухакан кашни хайлавах ытарма çук аван, пĕр япаланах темиçе хут вуласа тухма пулать тесе савăнаймăн çав. Кунта хулăн енчĕклĕ, мухтава юратакан чăвашсене писатель чапĕ канăçсăрлантарнипе кăна мар çапла пулать, сăлтавĕ чăвашсен профессиллĕ литература критикĕсем çуккинче те пулĕ. Хăш чухне калем ăстаçине тĕрĕссине калани – шуррине шурă, хурине хура тени темĕнле йăпăлти сăмахсенчен те ытларах ӳсме пулăшать. Пирĕн историре пулнă çавăн пек ырă, тӳрĕ чунлă, профессиллĕ лингвист- критиксем, пулнă… Вĕсенчен пĕри – Николай Степанович Дедушкин, мартăн 2-мĕшĕнче 95 çул тултарнă пулĕччĕ вăл. Ахаль чух тăхăрьялсем «Тăхăрьял сăвăçи, çыравçи…» тесе сăмах çаптарма юратаççĕ, хальхинче вара хисеплĕ критикăмăра аса илсе «Сувара» ырă сăмахсем çыракан тупăнмарĕ. Сăвап пуласран хăрарĕç-ши е вун пилĕк çултах (Николай Степанович 1995 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ) ма ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 473 | Хăçан хушнă: 26.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
«Салам, салтакăм! Мĕнле эс унта, мансăр?.. Эпĕ питĕ тунсăхларăм. Таврăнсам часрах! Эпĕ сана кĕтетĕп, телейĕм!» – çак сăмахсемпе Марина салтак патне шăрçаланă çырăва вĕçлерĕ. Унтан юратнă çыннин сĕтел çинче рамкăра ларакан сăнӳкерчĕкне аллине илчĕ те асаилӳсен авăрне путрĕ. Чӳречерен шакканипе шартах сикрĕ хĕр, юхса аннă куççульне шăлса илнĕ май çурма сасăпа тем пăшăлтатрĕ: «Кама мĕн кирлĕ тата? Вăхăт та миçе ĕнтĕ!» – пулчĕç унăн сăмахĕсем. Хĕр чаршава сирчĕ те чӳрече леш енче çывăх тусне, хыçалти касра пурăнакан Лизука курах кайрĕ.
– Уç-ха алăкна, мĕн куçусене чарса пăрахрăн? Мана пĕрремĕш хут куратăн-им? – сăмах хушрĕ чăтăмсăрскер.
Марина юлташĕ васкаттарнипе ним те чĕнмерĕ, урамалла васкарĕ.
– Марина... Саламлатăп сана! Тинех кĕтсе илтĕн салтакна! Ах, Мариночка... – ниçта кайса кĕреймерĕ Лиза, пĕтĕм вăйĕпе тусне ыталаса илчĕ.
– Мĕн тетĕн? Мĕнле салтак? – тĕлĕнчĕ пике.
– Ак тата... Саша таврăннă хĕсметрен! – терĕ те каллех юлташне ыталарĕ.
... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 591 | Хăçан хушнă: 26.03.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz