Эрнекун, 26.04.2024, 08:01
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Авăн » 07
Сăн ÿкерчĕк
Ытла та ир качча тухрĕ Клара: 17 çултах хĕртен арăм пулса тăчĕ. Тин çеç аттестат илнĕскере ашшĕпе амăшĕ те, тантăшĕсем те ку утăма васкаса тума юраманни пирки асăрхаттарчĕç, çук, ÿкĕте кĕртеймерĕç.

- Мĕнле ăнланмастăр-ха эсир: юрататăп эпĕ Олега, вăл та мансăр пурăнаймасть. Ан кулянăр, пурте йĕркеллех пулать. Çапла вĕт, чунăмçăм? - çывăх çыннисенчен вăтанмасăрах пырса ыталарĕ савнине телейпе çиçекен хĕр. Лешĕ инçетри хулара милици тытăмĕнче ĕçлекенскер, отпуск кунĕсемпе усă курса яла амăшне курма килнĕскер, нимĕн те чĕнмерĕ. Ку калаçу ăна пачах та пырса тивмест тейĕн.

- “Пиллĕксемпе” çеç вĕренсе пытăн, халĕ аслă пĕлÿ те илесшĕн мар. Тăрăшни сая кайтăр тетĕн-им? Тантăшусем институт-университет пирки ĕмĕтленеççĕ, эсĕ вара... - çаплипех ÿпкелешрĕ амăшĕ.

- Халь мар тăк нихăçан та качча каймастăп, - Клара çапла хăратсан тин çывăх çыннисем туя хатĕрленме пуçларĕç.

Хăна-вĕрле самаях пухăнчĕ, çамрăксене телейпе юрату сунчĕ, çине-çинех “йÿçĕ” тес ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 629 | Хăçан хушнă: 07.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
ТĂВАТĂ çул иртрĕ санпа паллашнăранпа. Тăватă çул... Тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать-çке вăхăт. Каялла çаврăнса пăхатăн та - ĕнер кăна тĕл пулнăн туйăнать, çав хушăрах сана ĕмĕр-ĕмĕр пĕлетĕп пек.

Пĕрле ирттернĕ кунсемшĕн чун-чĕререн тав тăватăп сана. Ман пурнăçри чи телейлĕ те чи савăк вăхăтсем вĕсем. Ма яланлăхах çапла юлма пултараймасть-ши? Çук пулĕ çав. Юрату суккăр теççĕ те вăхăт иртнĕ май куç пур пĕр уçăлчĕ. Çакăншăн пĕр савăнатăп, пĕр ÿкĕнетĕп...

Айван пулнă ĕнтĕ. Эсĕ манран кулнине ăнланса çитереймен. Каçараттăм сана. Пуриншĕн те... Халĕ те усал тытса пурăнмастăп. Анчах иртнĕ кунсен тискерлĕхĕ куç умне тухса тăрсан - хăрушă... 

Савнă хĕре сивĕ сăмах калама та, алă çĕклеме те хăяймăп тесе тупа тăваттăн. Çапах та çапасси йывăр пулмарĕ саншăн. Халĕ те куç умĕнче çав самант. Анчах та мĕншĕн? Пуçа вырнаçмасть сăлтавĕ. Эсĕ манăн хыçра юратулла вылянă хĕрпе тĕл пулса калаçнишĕн. Ытла хăюллă пулни килĕшмерĕ курăнать.

Нихăçан та каçармăп тесе шутл ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 621 | Хăçан хушнă: 07.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz