Тĕп страница » 2009»Юпа»30 » ЫРĂ ХЫПАР: НЕСТЕР ЯНКАС ЯЧĔЛЛĔ ПĔРЛĔХ САЙЧĔН ÇИТĔНĔВĔСЕМ
ЫРĂ ХЫПАР: НЕСТЕР ЯНКАС ЯЧĔЛЛĔ ПĔРЛĔХ САЙЧĔН ÇИТĔНĔВĔСЕМ
22:38
Сайт уçăлнăранпа 6 уйăх çитрĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, çав хушăра сайта кĕрсе тухакансен шучĕ 500 çынна çитрĕ. Вĕсем пĕтĕмпе 5170 страница уçса пăхнă. Камсем тата хăш çĕршыв çыннисем Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе тата сайта вырнаçтарнă Чăваш çĕршывĕ, унăн культурин аталанăвĕ тата Трак ен культурин çитĕнĕвĕсем çинчен çырнă чăвашла материалсемпе кăсăкланаççĕ-ха? Пĕлме питĕ интереслĕ! Пирĕн сайта Раççей(97%), Швеци(0,8%), Германи (0,5%), Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсем (0,4%), Эстони (0,4%), Украина (0,3%), Беларуç(0,3%), Турци (0,3%) тата Израиль (0,1%) çыннисем кĕрсе тухаççĕ иккен. Юлашки вăхăтра Норвегирен тата Литваран хăнасем пур. Чăваш пурнăçĕпе чăвашсемех интересленеççĕ пуль ĕнтĕ. Ют çĕшыва ĕçлемешкĕн куçса кайнă чăвашсем тăван çĕршывшăн тунсăхлаççĕ пулас. Шел пулин те, пĕри те сайта кĕнĕ май пĕр сăмах та хушмасть. Питĕ шел! Хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа парсан пит аван пулмалла та... Çапах та сайт ĕçлет, сайт пурăнать. Çапла пултăрах!
Раççее илес пулсан, сайта ытларах Чăваш çĕршывĕн çыннисем (75%), Мускав çыннисем - 12%, Санкт-Петербург- 3,5%, Екатеринбург- 2,5%, Уфа - 3%, Калининград - 2%, Самара- 1,5%, Хусан - 2%, Петрозаводск, Кемерово, Архангельск, Хабаровск, Набережные Челны (Çыр Чаллă), Ульяновск (Чĕмпĕр), Саратов - 1% кĕрсе тухаççĕ. Раççей чăвашĕсем чăваш чĕлхипе интересленме пăрахман-ха иккен. Шĕкĕр турра! Тав маттур чăвашсене!