Шăматкун, 21.12.2024, 11:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Юпа » 19 » УЛЬЯНОВСК Е ЧĔМПĔР?
УЛЬЯНОВСК Е ЧĔМПĔР?
19:58
Сăн ÿкерчĕк
Юлашки вăхăтра Раççейри хуласен ячĕсене каялла тавăрасси модăра тесен йăнăш мар-тăр, Ленинград çĕнĕрен Санкт-Петербург, Свердловск Екатеринбург пулса тăчĕ, хальхи вăхăтра Киров та Вятка ята тавăрас ыйтупа ĕçлет. Кун пеккисем Раççейре тата та пур. Çавăнпа çак шăпа Ульяновск хулине уйрăмах кĕтесси пирки, ман шутпа, никам та иккĕленмен, пачах урăхла – халĕ те улăштарманнинчен тĕлĕннĕ. Ара, В.Ленинăн ятне аса илесси йăлара мар-çке хальхи обществăра.
Çапах та Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ С.Морозов хулана унчченхи ятне (Чĕмпĕр) тавăрасси пирки Правительство комиссине йĕркелеме йышăнни хула çыннисен хушшинче тавлашу çуратрĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи тата область тулашĕнчи хăш-пĕр чăвашсем те акă С.Морозов кĕпĕрнаттăр, С.Ермаков мэр, облаçри законодательство пухăвĕн председателĕ Б.Зотов, хула Думин Председателĕ В.Гвоздев патне вун-вун çын алă пусса çирĕплетнĕ уçă çырупа тухрĕç. «Кĕпĕрнаттăр йышăнăвĕ пире тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Референдумсăр, сӳтсе явмасăр комиссие хăш енĕпе ĕçлеме мĕнле хушма пултарнă-ха? Кĕпĕрнаттăр васкамасть-ши?» – тенĕ вĕсем унта. 
Чăвашсем хулан хальхи ятне мĕншĕн хăвармаллине те ăнлантараççĕ: «Ульяновсен ятне В.И.Ленин çуралнă çĕршывĕ пулнипе кăна сыхласа хăвармалла мар. Унăн ашшĕ Илья Николаевич Ульянов просветитель пулнă вĕт. Историре хăй йĕрне хăварнă. Нивушлĕ çакăн пек паллă çемье Раççей историйĕнче юлма тивĕçлĕ мар? Тата хальччен никам та хулана мĕншĕн Симбирск ят панине ăнлантараймасть. Пĕрисем «Синбир» кнеç ячĕпе, теприсем «семиветров» сăмах çаврăнăшĕпе çыхăнтараççĕ. Капла шутлас пулсан, политиксене юрас тесе пĕтĕм историе çавăрмалла. Ку вара пархатарлах ĕç мар. Пĕтĕм чăваш халăхĕ Иван Яковлевич Яковлев просветитель Ульяновăн вĕрентекенĕ, çывăх юлташĕ пулнипе мăнаçланать. Вăл пулăшнипе Иван Яковлевич чăваш шкулне уçнă, 50 çул ертсе пынă. Ку шкултан пултаруллă чăвашсем, мордвасем, вырăссем вĕренсе тухнă. Хулари педагогика университечĕ И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленет. Ку çемьепе пирĕн мăнаçланмалла, ăна асра тытмалла. Мускаври Ленин Мавзолейне сӳтме хатĕрленекенсен хыççăн каймалла мар, нумай нациллĕ халăх хушшинче ăнланманлăх çуратмалла мар. Пирĕн татса паман ыйтусем ахаль те нумай. Кунсăр пуçне хулан унчченхи ятне тавăрасси тăкаклă. Миллионĕ-миллионĕпе çилпе вĕçтернĕ укçана саплаштарасси каллех ахаль халăх çине тиенĕ. 
Çавăнпа хулан унчченхи ятне тавăрассине референдум хыççăн тата Чăваш Республикин шухăшне шута илсен кăна татса памалла тесе шутлатпăр...» 
Сăмах та çук, В.Ленин-Ульяновăн ятне çапла асран кăларни йĕркеллĕ пулăм мар, мĕн тесен те вăл историри çын. Анчах шел, Раççейре пуçа каснă чух нихăçан та çӳçе шеллемен, шеллемеççĕ те. Этеме (вăл ăста политик пулсан та) вăхăт иртсен манаççĕ. Чăн та, И.Ульянов пирĕн халăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, анчах, йăхташсем, çырăвăра ытла çиелтен çырман-и эсир? Пĕр субъект тепĕр субъектăн пурнăçне витĕм парайманнине лайăх пĕлсе тăрсах хула ятне улăштарнă чух Чăваш Енĕн шухăшне шута илмелле тесе çырни, каçарăр та, аргумент мар, хамăра вакланса кайнă, йăваш халăх пек кăтартни çеç. Хисеплĕ вулакансем, эсир Ульяновск хулин унчченхи ятне тавăрасси пирки мĕн шутлатăр? Хăвăр шухăшăрсене çырса пĕлтерме ыйтатпăр. 
■ Ирина КУЗЬМИНА

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 626 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz