"Улăп-2014: Эпир Улăп йăхĕнчен" вăйă конкурс ыйтăвĕсем
19:32
Виталий Петров ăçта тата хăçан çуралнă? Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ача чухне ашшĕ-амăшĕ ăна Шăнкăрч тесе чĕннĕ. Сăлтавне уçса парăр.
Виталий Петровăн çамрăклăхĕ епле иртнĕ? Тĕплĕнрех каласа парăр.
Виталий Петровăн юратнă юрăçисем çинчен мĕн пĕлетĕр.
Юрăçă репертуарĕ хăш халăх юррисенчен тăнă? Вĕссенчен паллăраххисем хăшĕсем?
Виталий Петров юррисене çырнă грампластинка ячĕсене палăртăр. Вĕсене ăçта кăларнă?
Чăвашсен хăш композиторĕпе туслă пулнă вăл? Кам вăл? Унăн хăш юррисене юрланă вăл?
Хăш хуласенче тата çĕршывсенче пулса хăй юррисемпе савăнтарнă вăл? Унăн сасси, музыка терминĕпе каласан, мĕнле сас шутланать? Мусăкçăсем унăн сассине хăш солистăн сассипе танлаштараççĕ?
Юрăçăн çемйи çинчен мĕн пĕлетĕр? Тĕплĕнрех çырса парăр.
Çак сăн ÿкерчĕкре камсем сăнланнă, ăна хăçан ÿкернĕ?