Ытларикун, 26.11.2024, 16:43
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 18 » ТУРĂ ÇЫРНИ ХАПХА УМНЕХ КИЛЕТ
ТУРĂ ÇЫРНИ ХАПХА УМНЕХ КИЛЕТ
18:13
Сăн ÿкерчĕк
Огородниковсен ҫемйинче икӗ хӗр. Алевтина - асли. Питӗ тӗлӗнмеллескер вӑл. Пӗр вӑхӑтрах хӑюллӑ та хастар, ҫемҫе кӑмӑллӑ та ырӑ. Кунашкал ҫынсене сайра тӗл пулатӑн. Алевтинӑн ват кукамӑшӗ ҫапларах пулнӑ тет-и? Ӑна хывнă пулас хӗр пӗрчи.
Шкулта чухнех арҫын ачасем канӑҫ памастчӗҫ ӑна. Мӗн пытармалли пур, пӗчӗкрен пӗрле выляса ӳснӗ. Ҫитӗннӗҫемӗн тата хитреленсе пычӗ Алевтина. Ҫырӑ ҫӳҫӗ пилӗкӗнчен те иртрӗ. Сӑн-пичӗпе - чӑн-чӑн пирӗшти. Никам та асӑрхамасӑр иртеймӗ.
Вӗренӳре ӑна ҫитекенни ҫукчӗ. Кашни олимпиада-конференцире, конкурс-ӑмӑртура - Алевтина Огородникова малта. Вӗренӳре кӑна мар, ӗҫре те. Килӗсенче ывӑл пур ватӑ кинемисемпе чее хӗрарӑмсем: "Кин тӑвасчӗ", - тесе ӗмӗтленетчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ те тивӗҫлипех мухтанатчӗ хӗрӗпе.
Шкулпа сыв пуллашсан ҫирӗп-пӗн университета ҫул тытрӗ Алевтина. Филолог профессине ӑлла илме пуҫларӗ. Аслӑ шкулта та пӗчченлӗхпе аптӑрамарӗ хӗр. Студент пурнӑҫӗ тата кӑсӑклӑрах-ҫке. Пӗр пушӑ вӑхӑт та ҫук.
Виҫӗ эрнере пӗрре яла ҫӳрет. Пӗринче вӑл ҫитнӗ ҫӗре ҫурт тул-ли хӑна-вӗрле пухӑннӑ. Хӗр тӗлӗнчӗ, ашшӗ-амӑшӗ ӑна-кӑна систерменччӗ-ҫке. Алевтина пӳрте кӗрсе тӑрсан тин ҫеҫ сӑпсасем пек сӗрлекен хӑнасем шӑпланчӗҫ. Пурте ун енне ҫаврӑнчӗҫ те куҫ илми пӑхрӗҫ. Мунчари пек вӗри пырса ҫапрӗ хӗре. Пичӗ помидор пек хӗп-хӗрлӗ. Ним тума аптранӑ енне сумкисене пӑрахса хӑварчӗ те каялла чупса тухрӗ. Амӑшӗ хыҫран юлмарӗ. "Алечка, айта пӳрте кӗретпӗр. Сана ҫураҫма килнӗ", - терӗ ҫывӑх ҫынни. "Мӗн? Мӗн терӗн эс? Ан шӳтле манпа, анне", - ҫаплах тӑна кӗреймерӗ-ха чиперук. "Эпӗ суймастӑп, Алечка. Атя пӳрте, каччипе паллашар", - лӑпкӑн тавӑрчӗ амӑшӗ. "Паллашмастӑп никампа та! Анне, халӗ ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗр. Эсир мана ӗлӗк-авалхи пек качча парасшӑн-и? Йӗкӗтне те палламастӑп. Мӗнле ҫын вӑл? Тен, путсӗрскер? Мана тата ӑҫтан паллать? Кам хушнӑ ӑна кунта сулланса килме?" - чӗресрен шыв тӑкӑннӑ пек тӑкӑнчӗҫ ыйтусем.
"Фроловсем теҫҫӗ вӗсене. Йӗркеллӗскерсем, каччи те маттур. Хулара пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Ҫемье пуҫӗн ватӑ амӑшӗ пирӗн ялтанах, Тукасран. Ун патне кашни уявах килеҫҫӗ. Ҫавӑн чухне куркаланӑ та сана, хӗрӗм. Пит килӗшнӗ тет эс вӗсене. Кӗрер, сывлӑх та пулин сунмалла ӗнтӗ. Аван   мар   атту",   -   йӑлӑнчӗ амӑшӗ.
Юлашкинчен ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех. Ҫамрӑксене паллаштарчӗҫ. Эраст (каччи ҫапла ятлӑ) Алевтина кӑмӑлне кайсах пӗтмерӗ. Ун ҫинчен мӗн шутланине хӑнасем тухса кайсан пӗлтерчӗ пике. "Хул-ҫурӑмӗ енчен пиҫӗ пулсан та лӳппер те мӗшӗлти. Ашшӗ-амӑшӗн ирӗкӗнчен тухайманскер. Амӑш аркинчен ҫакӑнса ҫӳрекен каччӑсем кирлӗ мар мана", - пат татрӗ вӑл.
Пӗрре килнипех парӑнаканскерсемех пулмарӗҫ Фроловсем. Кун хыҫҫӑн тепӗр иккӗ те ҫитрӗҫ Огородниковсем патне. Анчах кашнинчех усӑсӑр. Алевтина качча кайма килӗшмест.
Урӑхран сас памарӗҫ евчӗсем. Хӗр манма та тытӑннӑччӗ Эраста. Яланхи йӗрке: университет, общежити, кил. Урӑх нимӗнле ҫӗнӗлӗх те...
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каҫсенчен пӗринче ял клубне тухрӗ Алевти-на. Уявсем пулнипе ҫамрӑксем те чылайччӗ. Кам ташлать, кам юрлать, кам пӑхса тӑрать, кам каллӗ-маллӗ уткалать, кам клуб хыҫӗнче ҫур литр пушатать...
Ташласа пӑчӑхнӑскер, керментен тула уҫӑлма тухрӗ Алевтина. Уяр, тӳпере ҫӑлтӑрсем нумай. Ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленсе тӑнӑ хушӑра такам хӗре пилӗкӗнчен пырса ыталарӗ. Хускалма та май ҫук.
Хӑранипе пулӑшу чӗнм_е те ӑнкарса илеймерӗ пике. Йӑтса машинӑна кӗртсе лартрӗҫ ӑна. Ҫул тӑршшӗпе йӗрсе, ашшӗ-амӑшне асӑнса пычӗ Алевтина. Ӑна чаракан та, лӑплантаракан та пулмарӗ. Кӑшкӑрса ӗшеннӗскер хӑех оывӑрса кайрӗ.
Пысӑк /утӑ пӳлӗмре вӑранчӗ хӗр. Хӑйӗнпе мӗн пулнине аса илсен каллех макӑрма пуҫларӗ. Ун сассине илтсе хӗрарӑм кӗчӗ. Ак тамаша! Эраст амӑшӗ! Хӑйне ӗлӗкхи йӑлапа вӑрласа килнине тин ӑнланчӗ Алевтина.
Урӑх мӑртӑхмарӗ вӑл. Шӑпапа килӗшрӗ. Турӑ ҫырни хапха умнех килет тесе ахальтен каламан ваттисем. Алевтина патне вӑл виҫӗ хутчен пырса шаккарӗ, тӑваттӑмӗшӗнче вӑрласах кайрӗ.
Тепӗр эрнерен чаплӑ туй кӗрлеттерчӗҫ Фроловсемпе Огородниковсем. Пиллӗкмӗш ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ Эрастпа Алевтина. Хӗрпе ывӑл ҫитӗнет туслӑ ҫемьере.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ ("ТАНТĂШ" хаçатран).

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 853 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz