Тунтикун, 02.12.2024, 17:07
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Авăн » 13 » Тĕрĕк пĕлӳлĕхĕн тĕнче конференцийĕ иртĕ
Тĕрĕк пĕлӳлĕхĕн тĕнче конференцийĕ иртĕ
21:52
Сăн ÿкерчĕкАвăнăн 15-18-мĕшĕсенче Шупашкарта, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалласа тĕрĕк пĕлӳлĕхĕн тĕнче конференцийĕ иртĕ. Ирттерекенсем: Раççейри тĕрĕк пĕлӳлĕхĕн комитечĕ, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен Ассамблеи, РĂА чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ.
Конференци чĕлхисем: чăвашла, тĕрĕк чĕлхисем, вырăсла, акăлчанла.
Пурĕ 11 секци ĕçлĕ:
1) Тĕрĕк пĕлĕвĕн еткерĕ, XXI ĕмерти вырăнĕ.
2) Танлаштаруллă-историллĕ тĕрĕк пĕлĕвĕпе алтаистика. Секци хăйĕн ĕçне Н.И.Ашмарин çуралнăранпа 140 çул çитнине халаллать.
3) Тĕрĕк чĕлхисенчи типологисемпе ареалсем.
4) Танлашруллă тата тишкерӳллĕ этнолингвокультурологи.
5) Тĕрĕк тĕнчин диахронири тата синхронири чĕлхе ӳкерчĕкĕ.
6) Тĕрĕк сасă пĕлĕвĕ тата грамматики. Секци хăйĕн ĕçне Л.С.Левитскаяна халаллать.
7) Тĕрĕк халăхĕн пултарулăхĕ тата литератури.
8) Компоративлă халап пĕлĕвĕ.
9) Тĕрĕк тăрăхĕсенчи чĕлхе лару-тăрăвĕн типологийĕ.
10) Пĕчĕк йышлă тĕрĕк чĕлхисем.
11) Историпе чĕлхе пĕлĕвне тишкерсе палăртнă тĕрĕксен çыхăнăвĕсем.
Авăнăн 15-мĕшĕнче конферентçăсене йышăнĕç, вырнаçтарĕç. Тепĕр кун, авăнăн 16-мĕшĕнче, 8 сехетпе 10 хушшинче вĕсем регистрациленĕç.
Авăнăн 18-мĕшĕнче института никĕсленĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа тĕрлĕ мероприятисем иртĕç.

Конференцие хутшăнас тесен сирĕн хăвăр заявкăна авăнăн 15-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: 428015, Шупашкар, Мускав пр., 29 ç., 1 корпус.

Хыпар çăлкуçĕ: http://www.chuvash.org/news/1163.html

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 609 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Тĕрĕк пĕлÿлĕхĕ | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz