Иртнĕ канмалли кунсенче «Сувар» фонд Шупашкарти гуманитари институчĕн ăсчахĕсемпе пĕрле тăван халăхăн авалхи несĕлĕсен Атăлçи Пăлхар патшалăх вырнаçнă тăрăхне кайса килчĕç. Институтран Исаев Ю.Н. директор, паллă историк, этнограф Иванов В. П., краеведсен пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Бахмисов Э. К. пулчĕç. Çавăн пекех ушкăнра вĕрентӳ колледжĕн директорĕ Сапожников В.В. та пурччĕ. Суварсенчен çулçӳреве Тимĕрпе пĕрле В. Алмантай таврапĕлӳçĕ, халăх художникĕ Ю. Ювенальев, Аксар Сĕрмек хутшăннă. Массăллă информаци хатĕрĕсенчен те пулчĕç: телекуравран Марина Карягина журналистка , Чăваш наци радиовĕнчен Роза Деменцова хутшăнчĕç. Тăкаксене пĕтĕмĕшле фонд хăй çине илнĕ. Авалхи Пăлхар хулинче заповедник комплекс директорĕпе тĕлпулу пулчĕ. Вăл пире музейсемпе тата ытти паллă вырăнсемпе паллаштарчĕ. Пур çĕрте те хĕрӳ ĕç пырать. Техника тата çынсем кунĕн-çĕрĕн ĕçлеççĕ. Кунта Атăл хĕрринче 6 хутлă причал пулать, унтах хăна çурчĕ, конференц зал. Тата ислам центрне тăваççĕ. Унсăр пуçне йывăçран тунă шывармансем, тимĕрçĕ лаççисем, çăкăр пĕçерекен çуртсем темиçе гектар лаптăкра кĕçех çĕкленĕç. Çак ĕçсене Шаймиев Минтемир ертсе пыракан фонд туса пырать. Пуçаруллă Шаймиев политик ку ĕçе тума тăватă миллиард тенкĕ таран мускавсенчен укçа тупма пултарнă. Пăлхарта пире кунти ентешсен пуçлăхĕ Валентина Яклычева çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Тепĕр кунне эпир Пӳлерпе Сăвар тăрăхĕнче пултăмăр. Комплекс директорĕ Рафаель Махмутов Авалхи Пăлхар патшалăхĕнче паянхи тутар тата чăваш халăхĕсем пĕрле пулнине палăртрĕ. Апла пулсан кунта пулса иртекен тĕпчев, юсав тата строительство ĕçĕсене чăвашсене те хутшăнма чĕнсе каларĕ. Кабинетра çыру çырса ларнипе кăна пулмасть çав терĕç. «Сувар» фонда вара кунта лайăх пĕлеççĕ. Эпир фондăн кĕмĕлтен тунă паллине, Алмантай сăвар-чăваш историне тĕпченĕ кĕнекисене тата календарьсене парнелерĕмĕр. Валентина сăвар пикине тухья туянма 5 пин тенкĕпе пулăшрăмăр. Каялла килнĕ чухне Валем хуçа сăрт патне кĕрсе тухрăмăр. Хамăр турăсене тата несĕлсене асăнса мăчавар Аксар кĕлĕ каларĕ. Çăкăр-тăварпа ваттисен йăлипе асăнтăмăр. Пăлхарта Мадуров хамăрăн несĕлсене асăнса лартнă чултан касса тунă юпана стройкăпа юнашар ларнине курсан, эпир ăна сумлăрах çĕре куçарма май тупма ыйтрăмăр. Музейсенче стендсемпе экспонатсене вырнаçтарас ĕçсенче нумай ĕçсем тунă тата авалхи пăлхар-сувар историне тĕпчекене, Ювенальева кунта пĕлеççĕ иккен. Вăл вара тутарсене палхар-сăвар-чăваш стенчĕсене тума пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. Ăсчахсем вара çак ĕçе правительство шайĕнче килĕшӳ туса пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕç.
Çыпăçтарнисем: |