Раштавăн 1-мĕшĕнче Шупашкар хулин Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ кил-йыш вулав центрĕнче вырнаçнă «Тĕрĕ тĕнчи» клубра ăсталăх занятийĕ пулать. Ăна çĕвĕсемпе тата эрешсемпе пĕлсе те вырăнлă усă курассине халалланă. Чăваш тĕрринче йăлана кĕнĕ эрешлĕхне, ĕç мелĕсемпе епле усă курнине тĕпчесе пĕлни питĕ кирлĕ. Хальхи тĕрĕ, унăн мелĕсем, тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе усă курасси — çаксем пурте халăхăн ĕмĕрхи ăсталăхĕпе тачă çыхăнса тăраççĕ, авалхи тĕрĕн хитрелĕхне палăртаççĕ. Шăп çак ыйтусене сÿтсе явма палăртаççĕ те «Тĕрĕ тĕнчи» клуба çӳрекен пулас маçтăрсем. Кашниех çак заняти валли ятарлă ĕç туса хатĕрлеме палăртнă, хатĕр ĕçсене клуба çӳрекенсем ертӳçипе, Надежда Кузнецовăпа, пĕрле сӳтсе яваççĕ. Вĕсем чăваш тĕррин тĕшшине шĕкĕлчесшĕн.
Клубăн занятийĕ раштавăн 1-мĕшĕнче 18:00 сехетре пуçланать. Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене пĕлесшĕн çунакансене пурне те çак адреспа кĕтетпĕр: Шупашкар хули, Октябрĕн 50 çуллăх урамĕ, 3 çурт. Троллейбуссем: 2, 5, 6, 9, 16, 19. Маршрутлă таксисем: 45, 54,
...
Малалла вула