Эдисон Патмар çĕнĕ кĕнеке калăпласа кăларчĕ. Унăн «Чăвашла-вырăсла халăх сăмах кĕнеки» (Иванпа Эдисон Патмарсен çырнисен пуххин 6-мĕш томĕ) 1 пин экземпляр тиражпа Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире кун çути курчĕ. Автор кĕнеке умсăмахĕнче çак шухăша палăртать: "Чăвашла вырăсла халăх сăмах кĕнекине" кăларас шухăш иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенчех çуралнăччĕ. Тĕрлĕ тăрăхри чăваш ялĕсенче пулнă май (зпĕ 646 чăваш ялĕнче пулса куртăм тет вăл) хам пĕлмен тата ăнланман диалект сăмахĕсене самай тĕл пултăм. Вĕсем кĕнекесенче пачах çук иккен. Кунсăр пуçне ку ĕçре чăваш ăсчахĕсем кăларнă сăмахсарсемпе те анлăн усă куртăм".
Кĕнеке умсăмахĕнче автор вулавçăсене илемлĕ, кăсăклă тата пуян чăваш чĕлхине вĕренме чĕнсе калать; вăл, тăрăшса вĕренсен, йывăр маррине ĕнентерет.