Тунтикун, 02.12.2024, 17:43
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Авăн » 28 » Стихван Шавли ĕмĕр шавлатăр
Стихван Шавли ĕмĕр шавлатăр
23:57
Сăн ÿкерчĕк
Тавтапуç сана, тĕнче,
Кăмăла чĕртнишĕн.
Санăн вилĕмсĕр сăнна
Куçăмсем курнишĕн!
тесе çырнă Чăваш халăх поэчĕ Стихван Шавли хăй вăхăтĕнче. Мĕн тери çĕкленÿллĕ те хавхалануллă йĕркесем хайлама пултарнă вăл. Çав вăхăтрах кулăшла, йĕксĕксене питлекен сăвăсем те шăрçаланă. «Хулара пурăнать Ваççа, вăл банкра шутлать укçа...» текен хайлава тата пĕлмен çын çук та пулĕ.
Маттур та пултаруллă, таса чунлă та ырă кăмăллă пулнă теççĕ ăна ас тăвакансем. «Тĕрĕс марлăха асăрхасан куç хупса айккинчен пăрăнса утакан йышши те марччĕ Стихван Шавли», - аса илеççĕ теприсем. Кирлĕ тĕк Петĕр Хусанкая та, Ухсай Яккăвне те, Ваççа Аниççине те критиклеме пултарнă поэт хăй вăхăтĕнче, литература анинче паллах. Стихван Шавли куçару енĕпе те нумай вăй хунă. Унăн 30 ытла кĕнеки кун çути курнă. Пĕрремĕшĕ - 1941 çулта тухнă «Малтанхи аслати» сăвăсен пуххи. «Çиçĕм çиçет», «Йыхрав», «Пÿрнепе тĕллесе» /сатирăллă сăвăсем/, Андриян Николаев космонавта халалланă «Çăлтăр çынни» кĕнеки тата ыттисем те.
Чăвашсен мухтавлă ывăлĕсенчен пĕри - Стихван Шавли /Степан Антонович Шумков/ - çуралнăранпа авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Çавна май çак кун К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче юбилей каçĕ йĕркелерĕç. Унта поэтсемпе çыравçăсем, поэтăн çывăх çыннисем, шкул ачисем тата ыттисем те пухăннăччĕ.
Авăн уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче вара сумлă та пысăк уяв поэтăн тăван тăрăхĕнче - Самар хулинче тата Шунтал районĕнчи Чулçырма ялĕнче - малалла тăсăлчĕ. Унта Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов ертсе пыракан делегаци хутшăнчĕ. Çак ушкăнри Виталий Станьял тĕпчевçĕ, Пĕтĕм тĕнчери фестивальсен лауреачĕ Валерий Иванов юрăç, Энтип Ваççипе Арсений Тарасов çыравçăсем, журналистсем тата ыттисем Стихван Шавли çуралнă, çара уран чупса ÿснĕ тавралăхпа киленме пултарчĕç.
Степан Антонович Шумков чухăн хресчен çемйинче çуралса çитĕннĕ. Çичĕ çултах ашшĕпе пĕр тан ĕçленĕ: ут кĕтĕвĕ пăхнă, тырă акнă, вырнă, çĕр сухаланă, сÿреленĕ. Парта хушшине вара сакăр çулта çеç ларайнă. Нумай вĕренеймен, Атăл тăрăхĕнче хăрушă выçлăх пуçлансан вĕсен çемйи Украинăна тухса кайнă. 1921 çулта амăшĕ тифпа чирлесе вилнĕ хыççăн вăл виçĕ çул Харьковри ачасен çуртĕнче пурăннă. 1923 çулта тăван ялне каялла таврăнсан каллех нуша тÿсме тивнĕ. Ашшĕн çĕнĕ арăмĕ тăван мар ачисене пачах пăхман, тепĕр чухне кÿрентернĕ те. Çавăнпа Стихван Шавлин ачалăхĕ телейлĕ иртнĕ теме çук.
Поэт юбилейĕнче унăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕпе Л.И.Шумковăпа паллашма тÿр килчĕ. Акă еплерех аса илчĕ вăл пиччĕшĕ пирки:
- Степан Антонович пирĕн патăмăрта нумай пурăннă. Манăн асаттепе атте /поэтăн ашшĕн шăллĕ. - Авт./ унăн опекунĕсем пулнă. Тăван мар амăшĕ ун çине алă çĕкленĕрен тарса килнĕ те урăх каялла таврăнман.
Ĕлĕк утă çулнă вăхăтра уй-хиртех çĕр каçатчĕç. Çапла пĕр каçхине вăйлă çумăр çунă. Степанăн ашшĕпе тăван мар амăшĕ кÿмере çывăрнă. Шăллĕ Порфирий вара кÿме айĕнче. Вăранса каять хайхи, йĕп-йĕпе, сиксе чĕтрет. Макăра-макăра манăн аттепе анне патне чупса пырать. Лешсем кĕпе-йĕмне улăштарса хăйсен çумне вырттарса ăшăтаççĕ. Çакăн хыççăн вăл та килне каймасть. Сăмах май, Стихван Шавлин кĕçĕн шăллĕ Харьковра çухалнă, ăна усрава илнĕ пулĕ тесе шухăшлаççĕ.
Çапла вара аттепе асатте Степана Туарма шкулне, кайран вырăсла вĕрентĕр тесе Исаклăна яраççĕ. Каярахпа Самарти энергорабфакра виçĕ çул ăс пухнă хыççăн педагогика институтне пĕтерет. Вĕреннĕ вăхăтра асаттепе атте мĕн вăй çитнĕ таран пулăшса тăратчĕç. Çавăнпах ĕнтĕ вăл хăй те кашни каникулта, отпускра килсе çÿретчĕ. Пичче хăнана килессине пĕлсен çăкăр, капăртма пĕçеретчĕç, кăмакана хур ашĕ лартатчĕç. Ку çимĕçе питĕ кăмăллатчĕ вăл.
Тăван килĕнче нумаях пурăнман пулин те çав тери юрататчĕ ăна, унсăр тунсăхлатчĕ. Чулçырман тикĕс, хитре хирĕсем чунне çывăхчĕ. Чашлама çăл куçĕ те мĕн тери пахаччĕ уншăн. Пĕчĕк чухне лашапа уя шыв турттаратчĕ вăл, çул çинче тĕл пулнă кашни çынна шыв ĕçтеретчĕ. Ырă кăмăллăччĕ. Вĕчĕрхенни те пулкаланă паллах.
Степан Антонович хăйĕн кашни кĕнекине пур тăвана та алă пусса парнеленĕ. Хăй вăхăтĕнче атте патне 100 çыру çырнă. Унăн копийĕсем, хаçатран касса кăларнă статьясем, хăш-пĕр кĕнеки ман патăмра упранаççĕ.
Тăван тăрăха вăл канма çеç мар, ĕçлеме килетчĕ. Шкул ачисемпе, ял халăхĕпе тĕл пулусем ирттеретчĕ. Ял пурнăçĕпе интересленетчĕ. Кăçал мĕн чухлĕ тырă, çĕр улми пуçтарса кĕртни те кăсăклăччĕ уншăн. Çакă та ăна малалла ĕçлеме хавхалантарнă.
Ман пахчара вăл лартнă улмуççи паян та чĕрĕ-сывă ларать. Ытти йывăç шăнса пĕтрĕ, вăл çеç сыхланса юлчĕ. Кашни çул илемлĕ те тутлă çимĕçпе савăнтарать.
Стихван Шавли юлашки хут пирĕн патăмăра 1975 çулхи кĕркунне килсе кайрĕ. Ÿпке чирĕпе чирлетчĕ ун чухне. «Умра ÿсекен хырсен сывлăшĕпе сывлам-ха», - тенине, тăван тавралăха куç илмесĕр тĕсенине паянхи пек ас тăватăп. Ахăртнех, юлашки хут иккенне чунĕ сиснĕ ĕнтĕ, - терĕ Людмила Ивановна куççуль витĕр.
Степан Антонович 1939 çулта Шупашкара куçса килнĕ. «Сунтал» журналта, çавăн пекех «Коммунизм ялавĕ» /«Хыпар»/ хаçатра, Чăваш кĕнеке издательствинче, Чăваш радиокомитечĕн председателĕнче ĕçленĕ. Çав вăхăтрах вилĕмсĕр йĕркесем хайланă. Унăн сăввисене вырăсла, украинла, азербайджанла, тутарла, пушкăртла тата ытти чĕлхене куçарнă.
Стихван Шавлине чыслама чăвашсем Самар хулинчи В.Я.Литвинов ячĕллĕ культура керменĕнче пуçтарăнчĕç. Уява Самар хулин мэрĕ В.А. Тархов уçрĕ.
- Ку юбилей кунта пурăнакан пур халăхшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен чăвашсем - пирĕн çывăх тăвансем. Çавăнпа эпир те паян сирĕнпе пĕрле савăнатпăр, - терĕ вăл.
ЧНК президенчĕ Г.Н.Архипов юбилее пухăннисене тĕнчери пĕтĕм чăваш ячĕпе тав туса малашне те пĕр чăмăрта пулмаллине каларĕ. Чаплă та пултаруллă çынсене чыслани, вĕсене асра тытни малашнехи ăрусемшĕн усăллă пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлнине аса илтерчĕ. Çыравра хамăр чăваш пулнине вăтанмасăр, хăрамасăр кăтартма ыйтрĕ.
Малалла В.П.Станьялпа Энтип Ваççи, С.Ю.Кругликов /Стихван Шавлин мăнукĕ/ сăмах илчĕç. Виталий Петрович поэт пултарулăхĕ çинчен калакан «Çĕр çинчи йĕр» кĕнекепе паллаштарчĕ. Ăна вырăсла-чăвашла кăларнă. Унта поэт сăввисем, биографийĕ пичетленнĕ. Унăн ĕçĕсемпе пултарулăхне тишкерни те пур. Вăл тĕпчевçĕ тата Самар облаçĕн администрацийĕ тăрăшнипе кун çути курнă.
Самар облаçĕнчи «Шевле» вокалпа хореографи ансамблĕ /ертÿçи И.А.Голованова/, «Самар ен» /ертÿçи Л.В.Максимова/, «Хавас» /ертÿçи Н.А.Хараськин/, Чулçырмари «Чĕкеç» /ертÿçи А.Ф.Толстов/ халăх ансамблĕсем тата ыттисем юбилей каçне малалла тăсрĕç. Валерий Иванов юрăçпа В.Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрă» ушкăн концерчĕ те чыслав сĕмне пуянлатрĕ.
Тепĕр кун уяв Стихван Шавлин тăван ялĕнче малалла тăсăлчĕ. Çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç Чулçырмасем хăнасене. Ялти шкулта Степан Антоновичăн асăну хăмине уçрĕç. Ял клубĕнче савăнăçлă пуху иртрĕ.
- Асăну хăми валли мĕншĕн çак вырăна суйланă-ха?
- Ачасем мĕн пĕчĕкренех хăйсен мухтавлă ентешне пĕлсе ÿсчĕр. Поэт вĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пултăр, - терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Х.Зулкарнеев.
Чулçырма ялĕ пысăках мар, тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта ларать. Уй-хирĕ çатма пек тип-тикĕс те анлă. Чулран купаланă çуртсем, йывăçран хăпартнисем те пур. Тăмпа сĕрсе тунисем те курăнкалаççĕ. Çавăнпа та кунта тĕл-тĕл аваллăх сĕмĕ сыхланса юлнă теме пулать-ха. Ялтан инçех мар куç пек таса Чашлама çăл куçĕ тапса тăрать. Поэтăн чунне кантарнă сиплĕ шыва эпир те тутанса пăхрăмăр. В.П.Станьял Стихван Шавлин сăввисене вуларĕ.
Пурăнать Чулçырма, аталанать. Çакна «Чĕкеç» халăх ансамблĕ кашни уявра халăха çĕнĕ репертуарпа савăнтарни те, «Шăнкăрав» тата «Юрай» пултарулăх ушкăнĕсене хаваспах çÿрени те çирĕплетет.
- Ачасенчен нумайăшĕ чăвашла ăнланмасть çав. Ашшĕ-амăшĕ ытларах вырăсла калаçтарасшăн. Юрă вĕрентнĕ чухне те малтан вырăсла куçарма тивет. Ачасемпе Стихван Шавлие халалласа 52 йывăç лартнăччĕ. Ниепле те упраса хăвараймастпăр-ха. Парк тăвас шухăш пур, - терĕ Е.Н.Михайлова музыка учителĕ.
Шел, Стихван Шавли çуралса ÿснĕ çурт сыхланса юлман. Вăл вырăнта паян пачах урăх çынсем тĕпленнĕ. Çапах та поэтăн çывăх тăванĕсем пурăнни савăнтарать-ха. Икĕ сыпăкри шăллĕсемпе йăмăкĕсем /ашшĕ енчен/ çак тăрăхрах пурăнаççĕ, унăн ятне, çутă сăнарне асра тытаççĕ.
Степан Антоновичăн тăван тăрăхĕнче ăна хисеплеççĕ, унпа мухтанаççĕ. Çапах та Чулçырмара хальлĕхе ун ячĕпе музей уçайман-ха. Çак ыйту çыравçăсемпе тĕпчевçĕсене те самай калаçтарчĕ. Пĕтĕм вăя, мĕн пуррине пухса шкулта малтанлăха Стихван Шавлин кĕтесне йĕркелеме, поэт çуралса ÿснĕ урама, вĕреннĕ чухне ыттисемпе пĕрле лартнă хурăнсем ÿсекен вырăна унăн ятне памалли пирки сÿтсе яврĕç. Тепĕр чухне ларса канма саксем лартсан та лайăх. Тен, парк е аллея пулса кайĕ.
- Ял, поэт пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашма май паракан брошюра кăларсан аван, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ В.П.Станьял.

Стихван Шавлие аса илеççĕ

О.С.КРУГЛИКОВА, поэтăн кĕçĕн хĕрĕ:

- Атте пĕр вĕçĕмсĕр тенĕ пек хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнче тăрăшатчĕ. Килте питĕ лăпкăччĕ, чи лайăх мăшăр, атте пулнă вăл пирĕншĕн. Çемьере эпир иккĕн çитĕннĕ. Шел, Лида йăмăкăм та, анне Ольга Ивановна та атте пекех çĕре вăхăтсăр кĕчĕç. Эпĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра вăй хуратăп. Аттен çутă сăнарĕ яланах чĕремре упранĕ.

Н.Ю.КРУГЛИКОВ, поэтăн аслă мăнукĕ:

- Кукаçие лайăх ас тăватăп. Эпĕ çуралнишĕн хавхаланса сăвăсем çырнине те пĕлетĕп. Çÿллĕ те кĕрнеклĕскер Сергей Михалковăн «Çтаппан пичче» хайлавĕнчи сăнар пекех туйăнатчĕ. Шупашкарти Карл Маркс урамĕпе уçăлса çÿреттĕмĕр, паркри сак çинче калаçса лараттăмăр. Вăл сăвă вулатчĕ. Тăвайккинчен çунашкапа та ярăннă. Кукамайпа кукаçин портречĕ халĕ те çакăнса тăрать. Ачамсем вĕсен мăн аслашшĕ кам иккенне пĕлеççĕ, ман пекех унпа мухтанаççĕ пулĕ тетĕп.

В.П.СТАНЬЯЛ, тĕпчевçĕ:

- Самар облаçĕнче нумай хут пулнă. Влас Паймен, çавăн пекех Андрей Петтокин арăмĕпе хĕрĕ ăçта пурăннине пĕлтĕм. Мĕтри Исаев вил тăприне тупаймарăмăр. Чăваш тĕнчин никĕсне хывса хăварнă классик чылай. Стихван Шавли вĕсен шайĕнче. Хăй вăхăтĕнче эпĕ «Коммунизм ялавĕнче» ĕçлерĕм. Стихван Шавли яланах пырса çÿретчĕ. Улăп пек çÿллĕскер, кĕрнеклĕччĕ вăл. Пÿлĕме кĕрсенех тÿрех ĕç çинчен калаçатчĕ. Хăшĕ-пĕри пек вĕçкĕнленместчĕ, «çÿлтен» те пăхман. Çамрăксене хисеплесе тÿррĕн калаçатчĕ.

Тепĕр чухне пыратчĕ те эпĕ вырăнта пулмасан: «Ăçта çÿрен, Виталий, вы такого видали?» - çакăн йышши йĕркесем çырса хăваратчĕ.

Энтип Ваççи, поэт:

- Стихван Шавли ентешĕ эпĕ. Яла - Хураçырмана - Петĕр Хусанкайпа пĕрле килнине ас тăватăп. Вăтаннăран тĕл пулăва каймарăм. Пирĕн шкулта Микул Календарев вĕренетчĕ. Вăл поэта тăван лекетчĕ. Унран Степан Антоновичăн адресне ыйтрăм та çыру çыртăм, сăвăсене ярса патăм. Вăл мана: «Санăн Шупашкара килмелле. Малтанлăха чул катса ватса та пурăнăпăр, кайран курăнĕ», - тесе хуравларĕ. Укçа пуçтаркаласа Ульяновска çитрĕм. Шупашкара çуран килмелле пулчĕ. Çул çинче уйăх иртрĕ. Пулăçсене, хăма турттаракансене пулăшаттăм. Пĕр карчăкпа старике тислĕк тасатса патăм. Çакăншăн кăшт тÿлетчĕç. Çапла Стихван Шавлин хваттерне çитрĕм. Икĕ эрне ĕç шырарăмăр, хура ĕç тăвакана вырнаçрăм, сăвăсем çыраттăм. Ман пирки Степан Антонович: «Çын малалла утать» очерк пичетлерĕ. Çакăн хыççăн хавхаланса малалла ĕçлерĕм. Вăл мана сăвă редакцилеме вĕрентрĕ, литература журналĕсем, хаçатсем пăхса тухаттăмăр.

Юрий Айташпа Николай Теветкеле мухтатчĕ, пирĕн хута кĕретчĕ. Стихван Шавлипе Петĕр Хусанкая курман пулсан Шупашкара та килейместĕмччĕ, тен, поэзи хĕлхемĕ те малалла тĕлкĕшместчĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 1125 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz