27 ĕмĕр варринче Раççейре Степан Разин ертсе пынă хресчен вăрçи вăхăтĕнче Чăвашран тухнă чаплă çар пуçĕ Пайтул Искеев пулнине тавра пĕлÿçĕсем тахçанах çырса кăтартнă. Анчах та çамрăк ăру ун пирки сахал пĕлет.
Искей Пайтулĕ — чăваш çĕрĕнче патша çарĕсене çĕмĕрсе тăкас енĕпе паттăррăн кĕрешнĕ çын. Вăл пирĕн районти Сурăмхĕрри Карай ялĕнче çуралнă, 1671 çулта тан мар çапăçура пуçне хунă. Унăн вил тăприйĕ — хальхи Шупашкар районне кĕрекен Чиканкасси ялĕ çывăхĕнчи сăртра. Ку вырăн Çĕнĕ Шупашкар хули шутне кĕрет.
Кунти халăх хăйĕн авалхи утаманне манмасть. Шупашкарта Пайтул ячĕпе урам хисепленет пулсан, Çĕнĕ Шупашкарсем Пайтул ячĕллĕ пĕрлĕх туса хунă. Халĕ çĕкленекен микрорайона та ун ятне парасшăн, унтах Пайтул палăкне лартасшăн. Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарти историпе краеведени музейĕ Пайтула халалланă уяв ирттернĕ. Унăн ертÿçи — В. В. Енцова халăх ăсчахĕ "Легенды и тайны земли Пайтула” темăпа хула администраци пуçлăхĕн грантне çĕнсе илессишĕн проект хÿтĕлесе мала тухнипе сăлтавланнă асăннă çак уяв. Ăна тĕплĕн хатĕрленсе ирттернĕ. Музейпе паллашнă хыççăн çынсем урама тухса театрализаци йĕркипе кăтартнă пулăмсене пăхнă: Пайтулпа унăн сыхлавçи ĕлĕкхи çар тумĕпе юланутсемпе килсе халăха ырă сунса сывпуллашнине, Пайтул мăшăрĕ Минисса пулса вылякан хĕрарăм сăнарне те калăпланине тата ытти пулăмсене кăтартнă. Культура керменĕн фольклор ушкăнĕ чăвашсен авалхи юррисене шăрантарнă. Уявра Пайтул еткерне — унăн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчесе вуншар кĕнекере çырса кăларнă Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши академик ертсе пыракан ушкăн хутшăнчĕ. Чăвашсен обществăпа культура центрĕн ячĕпе музее Пайтул çинчен çырнă кĕнекесене, унăн Минисса ятлă арăмĕн портретне, Пайтулăн пулас палăкĕн макетне парнеленĕ. Хамăр районти ентешсем ячĕпе уявра ЧОКЦ делегацийĕн йышĕпе пынă Н. Г. Ершов çыравçă-тавра пĕлÿçĕ сăмах каланă, хăйĕн "Чăваш халăх паттăрĕ — Пайтул” сăввине вуланă. Уяв хулари музейсен, библиотекăсен, культура ĕçченĕсен ертÿçисен, скульпторсен "çавра сĕтел” хушшинчи тĕл пулăвĕпе вĕçленнĕ. Кунти хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ В. Е. Макаров пурне те тав тунă.
Н.Янкер
Çыпăçтарнисем: |