Кĕçнерникун, 26.12.2024, 22:11
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Утă » 13 » Пайтул паттăра асра тытса
Пайтул паттăра асра тытса
15:35
Сăн ÿкерчĕк
XVII ĕмĕрти Степан Разин утаман ертсе пынă хресченсен вăрçинче феодалсене хирĕç кĕрешме çĕкленнĕ халăхăн çар пуçĕсенчен пĕри — хăюллă чăваш Иксей Пайтулĕ пулнă. 
Тĕрĕссипе: халăх хăй суйланă çавăн пек пултаруллă çынсене. Авалхи хресчен ывăлĕ Пайтул хăйĕн ытларах чăвашсенчен тăракан пысăк полкĕпе патша çарĕсемпе вирлĕн çапăçнă, çав шутра чăваш çĕр-шывне пусмăртан хăтарас çĕрте чапа тухнă. Анчах та 1671 çул пуçламăшĕнче, Мăн Çавал шывĕ Атăла юхса кĕнĕ вырăнта, тан мар çапăçура пуçне хунă. Ăна хальхи Шупашкар районне кĕрекен Чемурша ял тăрăхне кĕрекен Чиканкасси çывăхĕнчи сăртра пытарнă. Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкар хулипе пĕрлешнĕ. Çапла вара Пайтул Искеев полковник халăх паттăрĕ пулса юлнă. Çак историлле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. 
Эпир, Красноармейски районĕнче пурăнакансем, Пайтул ячĕпе пуринчен те ытларах мухтанма пултаратпăр. Мĕншĕн тесен — вăл пирĕн ентеш пулнă: Карай ял тăрăхĕнчи Сурăмхĕрри ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кăçал Пайтул Искеев вилнĕренпе 340 çул çитрĕ. Çавна май карайсем хăйсен легендăллă геройне асăнса, унăн тăван ялĕнче хăйне евĕрлĕ уяв ирттерме палăртрĕç. Вăл июль уйăхĕн 30-мĕшĕнче пулмалла. Ку тĕлĕшпе ятарлă хатĕрленÿ-йĕркелÿ комитетне 11 çынран çирĕплетнĕ. Комитета ертсе пыма районти историпе краеведени халăх музейĕн директорне В. С. Серафимова шаннă. Июлĕн 6-мĕшĕнче комитетăн пĕрремĕш ларăвне ирттерчĕç. Кунти йыша чи малтанах Сурăмхĕрри ялĕнчи активистсене, вĕрентÿпе культура ĕçченĕсене, районти тата Шупашкарти хамăр ентешсене — литературăпа искусство çыннисене кĕртнĕ. 
Йĕркелÿ комитечĕн пĕр ушкăнĕ çав кунах Сурăмхĕррине çитсе, уяв ирттермелли вырăна, Пайтула ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнма палăк-юпа лартмалли лаптăка пахаласа суйласа илчĕ. Уява халăх ял варрипе юхакан Кушлав шывĕ хĕрринчи хитре лапама пухăнать. Палăк-юпа вара ял сачĕ çумĕнче, асфальтлă çулсем хĕресленнĕ тĕлте — пурне те курăнмалли вырăнта лартмалла. 
Апла пулсан, уявччен юлнă вăхăтпа туллин усă курса, хамăрăн чаплăран та чаплă полководеца тата аслă поэт-юрăçа чыслăн сума сума пурте кар хутшăнар.

Николай Ершов
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 602 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/3 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 2
0  
1 mixaj_58   (13.07.2011 15:44) [Материал]
Карай тăрăхĕнче çуралса ÿсмен вăл, Карай тăрăхĕнче пулни, унта патша çарĕпе çапăçни паллă!

0  
2 mixaj_58   (24.02.2013 20:24) [Материал]
Çитес шăмат кун, июлĕн 30-мĕшĕнче, Сурăмхĕрри Карай ялĕнче, кунта çуралнă Пайтул паттăра хисеп туса уяв пулмалли çинчен эпир райхаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. ХVII ĕмĕрти хресченсен хăйсен ирĕклĕхĕшĕн кĕрешĕвне ертсе пынă çар пуçĕ Пайтул Искеев полковник вилнĕренпе 340 çул çитнине тивĕçлипе паллă тума тĕллев лартнă карайсем.

Иртнĕ ытлари кун çак уява йĕркелекенсен юлашки ларăвĕ иртрĕ. Халĕ çирĕппĕнех калама пулать: Пайтул уявĕ пулатех. Унăн сценарине пирĕн ентеш — Çĕньял Карайра çуралнă Анатолий Ильин çырса хатĕрленĕ, хатĕрленÿ ĕçĕсене те вăлах йĕркелесе пычĕ. Вăл — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн режиссерĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Уява, хамăр район ертÿçисемсĕр пуçне, кÿршĕллĕ Çĕрпÿ районĕн, Элĕк районĕнчи Юнтапа ял тăрăхĕн делегацийĕсем килмелле. Шупашкартан Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши академик ертсе пыракан сумлă ушкăн пулать. Пайтул паттăр кун-çулне тĕпчесе халăха ун ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр упранмалла çул уçаканĕ шăпах Юхма Мишши пулнă. Вăл 2000 çултах Пайтул çинчен çырнă халапсене, ун сăвви-юррисене пухса "Çутă хĕçĕм ялтăратăр" кĕнеке кăларса, Пайтул чăннипех те Трак ен çынни пулнине ĕнентерчĕ. Уявра çак кĕнекене унта пынă кашни çынна парнелеççĕ.

Çавăн пекех уявра Пайтул çинчен сăвă-поэма çырса кăларнă чăваш çыравçисемпе поэчĕсене, Пайтул ячĕллĕ преми лауреачĕсене сăмах параççĕ. Пайтулпа çыхăннă литература кĕнекисен куравĕ ĕçлет.

Уяв концертне Карайри кану центрĕн, ялти шкулта вĕренекенсен, районти халăх пултарулăх çурчĕн юрăçисемпе ташăçисем хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне чăваш эстрада юрăçисем — хамăр ентешсем юрăсем парнелеççĕ: Анатолий Ильин (Çĕньял Карай), Владимир Егоров (Çырмапуç Карай), Владимир Леонтьев (Чиркÿллĕ Карай), Фаина Васнар (Васнар), Надежда Степанова (Çĕньял Чуракасси), Надежда Данилова (Кушкă) тата ыттисем те. Пайтул çинчен хамăр ентешсем хывнă юрăсен премьерисем пулаççĕ.

Çакна та каласа хăвармалла: уявăн тĕп тĕллевĕ — Пайтул паттăр виçĕ ĕмĕр çурă хыççăн истори страницисенчен тухса тăван халăхĕ патне таврăннине кăтартасси. Çавăнпа та Пайтул сăнарне, вăл юланутпа килсе халăх умне тухса саламланин, ырă суннин, тав тунин сăнарне пирĕн ентеш, Çырмапуç Карай çынни, Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул учителĕ Виталий Михайлов калăплать. Уяв Сурăмхĕрринче, Пайтул палăкĕ лартмалли çĕре юман юпа вырнаçтарса чыс тунинчен пуçланмалла.

Кăмăл тăвакансене пурне те йыхравлатпăр.

Н. Ершов



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 1
Юзерсем 1
mixaj_58

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz