Тунтикун, 02.12.2024, 17:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Пуш » 25 » Николай Петров поэт çуралнăранпа 60 çул çитнине хатĕрленсе лару иртрĕ
Николай Петров поэт çуралнăранпа 60 çул çитнине хатĕрленсе лару иртрĕ
23:21
Сăн ÿкерчĕк
Иртнĕ кунсенче Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Красноармейски шкулĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетсĕр анлă ларăвĕ иртрĕ. Лару пĕр ыйту пăхса тухрĕ: Мăн Шетмĕ енчи Четрик ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.П.Петров поэт-çыравçă  çуралнăранпа  60 çул çитнине анлă паллă тăвасси, ăна хатĕрленсе тумалли ĕçсен планне йышăнасси. Ларăва Николай Петровăн шăллĕпе ывăлĕ В.П.Петровпа С.Н.Петров та хутшăнчĕç.
Ларăва Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхправленийĕн председателĕ Гергий Тусли уçрĕ. Вăл кăçалхи литература тата культура пулăмĕн юбилейĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Умра - Н.П.Петров çыравçă юбилейĕ.

Пĕлме: Николай Петров 1953 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хамӑр районти Четрик ялӗнче çуралнă. 1970-мӗш ҫулта Мӑн Шетмӗри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи чӑваш чӗлхипе  ли­тературауйрӑмне вӗренме кӗрет. 1975 ҫулта ҫамрăк специалиста Елчӗк районӗнчи Шӑмалакри вӑтам шкула ӗҫлеме яраҫҫӗ. Ҫак шкулта вӑл икӗ çул чăваш чĕлхипе литера­тура учителĕ пулса ӗҫлет. Пултарулӑхне кура1977 ҫулта ăна директорӑн вĕрентÿпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса ӗҫпеме шанаҫҫӗ. Ку ĕҫре вӑл 4 ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫлет. Ҫак шкултах юратнӑ мӑшӑр тупса ҫемье ҫавӑрать. 1981 ҫулта ҫемйипех тӑван кётесе, çуралнӑ тӑрӑха таврӑнать.  1981-1983 ҫулсенче Кушкӑри 8 ҫул вӗренмелли шкулта директорӑн вӗрентÿпе воспитани енĕпе ӗҫлекен çумӗ пулса вӑй хурать. 1983—1986-мĕш ҫулсенче Карайри вӑтам шкулăн тилхепине тыттараҫҫӗ. 1986—1995 ҫулсенче вара хӑйӗн тӑван шкулӗнче директор пулса ӗҫлерӗ, каярах чӑваш чӗлхине ачасене юратма вӗрентрӗ. Юлашки ҫулсенче чире пула Мускав ҫывӑхӗнчи ялта ӗҫлесе пурӑнчӗ,унтах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Ларура Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх членĕсем В.М.Михайлов педагог,С.А.Гурьева вулавăшçă, Г.Е.Дубров çыравçă тата Николай Петровăн шăллĕпе ывăлĕ тухса калаçрĕç, юбилей тĕлне тумалли ĕçсем пирки тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç. Ларăва пухăннисем Н.П.Петровăн çырнисен пуххине кăларассипе тимлесе ĕçлемеллине палăртрĕç. Çуралнă кун тĕлне "Ял пурнăçĕ" хаçатра ятарлă литература страници кăлармаллине, мультимедиллĕ презентаци калăпламаллине, поэт пурнăçĕпе çыхăннă сăн ÿкерчĕксене пĕр çĕре пуçтармаллине , районти шкулсенче Чăваш чĕлхи кунне халалласа литература каçĕсемпе конкурссем ирттермеллине асăнчĕç. Кунсăр пуçне Н.Петров сăввисемпе район шайĕнче илемлĕ вулакансен конкурсне ирттермелле тесе йышăнчĕç. Палăртнă ĕç планне пĕр саслăн килĕшсе çирĕплетрĕç.
Юлашкинчен лару Николай Петровăн юбилейне ирттерессипе тимлекен тата юбилей умĕн тумалли ĕçсен планне пурнăçламашкăн ĕçлĕ ушкăн (комисси) суйласа хăварчĕ. Унта çак юлташсем кĕчĕç: Михайлов В.М. - педагог,комисси председателĕ,Ефимов Г.Л. (Тусли) - çыравçă,Ершов Н.Г. (Янгер) - çыравçă, Гурьева С.А. - вулавăшçă, Максимова О.В. - РОНО методисчĕ (хăй килĕшнĕ тăрăх), Антонов Л.И. - поэт, Яковлев П.А. (Яккусем) - поэт, Петров В.П. - поэт шăллĕ, Петров С.Н. - поэт ывăлĕ. 
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 565 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz