Красноармейски ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем нумаях пулмасть ырă йышăну тунă: сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, тирпей-илем ыйтăвĕсене татса панă çĕре пысăк тÿпе хывнăшăн, ял тăрăхĕн пурнăçне активлă хутшăннăшăн тата çамрăксене гражданла патриотла воспитани парас ĕçре пултарулăх кăтартнăшăн Янкас ялĕнче пурăнакан Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн тата ЧР писательсен пĕрлĕхĕн правлени членне, районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн хисеплĕ председательне Н. Г. Ершова "Красноармейски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ят панă. Николай Гавриловича ял тăрăхĕнчи граждансен конференцийĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Ю. Ермаков çакăн пирки калакан свидетельствăпа тата паллăпа чысларĕ.