Тунтикун, 02.12.2024, 16:59
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 1 » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх - хăйĕн 20 çулхи уяв каçĕнче
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх - хăйĕн 20 çулхи уяв каçĕнче
19:30
Сăн ÿкерчĕкФоторепортаж-1

Фоторепортаж-2

Нарăсăн 25-мĕшĕнче Красноармейскинче (Тракра) Халăх пултарулăх çурчĕн ларусен залĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 20 çул тултарнине халалласа уяв каçĕ иртрĕ. Уяв кĕрекинче - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н.И.Антонов, район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А.Лебедев, Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх ертÿçи А.Н.Львов, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Ăсан Уçăпĕ çыравçă, Нестер Янкас шăллĕн ывăлĕ Валерий Кириллов, пĕрлĕх ертÿçи Георгий Тусли, тĕрлĕ çулсенче пĕрлĕхе ертсе пынă А.А.Раськин, В.М.Михайлов, В.З.Константинов, Н.Г.Ершов-Янкер юлташсем тата 2008 тата 2009 çулсемшĕн пĕрлĕх Премине илме тивĕçлĕ пулнă А.Яковлев журналист, Ю.Степанов-Листопад журналист тата П.Федоров юрăçă. Уява ертсе пыраканĕ - районти тĕп вулавăш ĕçченĕ С.А.Гурьева.

Уяв аса илÿсенчен пуçланчĕ. Чи малтанах пĕрлĕх епле йĕркеленни çинчен Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ В.М.Михайлов тухса калаçрĕ. Вăл пĕрлĕх йĕркеленнин кун-çулне тĕпĕ-йĕрĕпе çутатса пачĕ. Ун хыççăн Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ, пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи Н.Г.Ершов поэт хăй аса илĕвĕпе паллаштарчĕ. Сăмах май, вăл çак пĕрлĕх тилхепине 11 çула яхăн тытса пынă. Вĕсем хыççăн хăйсен салам сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н.И.Антонов, Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх ертÿçи А.Н.Львов, Нестер Янкас тăванĕсен ячĕпе Нестерăн шăллĕн ывăлĕ Валерий Кириллов каларĕç. Пĕрлĕхĕн пĕрремĕш ертÿçи пулнă А.А.Раськин тата район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ пулнă В.С.Серафимов янкасçăсем те хăйсен сăмахĕнче пĕрлĕх тунă чылай ырă ĕçе аса илчĕç. Хăйсен сăмахĕсенче вĕсем Нестер Янкас пĕрлĕхĕ Н.К.Ефимов-Янкас вилĕмсĕр поэтăн ятне çĕклес, унăн пултарулăхне халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе нумай ĕç тунине палăртрĕç. Пĕрлĕх,  Раççейри демократи юхăмĕпе тата 20 ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче чăваш наци аталанăвĕпе чĕрĕлĕвĕн кăмăл-туртăмĕпе тĕрекленсе вăй илнĕскер, ытти пĕрлĕхсемпе танлаштарсан, чылай сумлăрах ĕçсем тунине палăртрĕç. Пĕрлĕх ку таранчченех тĕрĕс-тĕкел упранса юлни, Нестер Янкас ырă сăнарне халалласа 50 уйрăм çынна тата 16 пултарулăх коллективне Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне пани - историлле пулăм терĕç вĕсем. Малашне те çак пархатарлă ĕçе ăнăçлă туса пыма пĕрлĕх ертÿçисене тата вĕсене пулăшакансене ăнăçу тата пултарулăх сунчĕç, пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлне çĕнĕ вăй кĕртмешкĕн влаç тытăмĕсемпе таччăнрах çыхăнса ĕçлеме ыйтрĕç.

Уява пухăннисем Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн пĕрлĕх правленийĕн Хисеп хучĕпе А.А.Раськин рентгенолога, В.З.Константинов таврапĕлÿçĕне, В.С.Серафимова тата А.Алексеев концертмейстера чысларĕç. Район администрацийĕ хăй енчен çак ĕçре палăрнисене çитес Акатуйра чыслама палăртнă.

Уяв каçĕнче 2009 çулшăн панă Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕсене чысларĕç. Çак хисеплĕ ята «Хыпар» хаçат журналисчĕ, пирĕн ентеш, Çирĕклĕ ял çынни Юрий Петрович Степанов (Листопад) тата районти Халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн солисчĕ Пимен Никифорович Федоров тивĕçрĕç. Вĕсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн кăкăр çине çакмалли паллипе тата çакна ĕнентерекен Дипломпа  хисеп турĕç.

Кун хыççăн Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕн администраторĕ В.М.Михайлов сайт урлă пĕрлĕх 20 çул тултарнине тата Трак районне туса хунăранпа 75 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Ачасен пултарулăхĕ" инçет литература конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Конкурса электронлă çыхăну мелĕпе районти шкулсенче вĕренекенсем хăйсен проза, поэзи тата тата драма жанрĕсемпе çырнă 50 яхăн ĕçне ярса панă. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем ытларах Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен (30 ĕç, вĕрентекенĕсем З.П.Михайловăпа В.М.Михайлов), Пикшик шкулĕнчен (14 ĕç, вĕрентекенĕ – Л.А.Тихонова), Упи шкулĕнчен (4 ĕç, вĕрентекенĕ – В.В.Васильева) тата Карай шкулĕнчен (3 ĕç, вĕрентекенĕ – А.Ю.Никандрова) хастар пулнă. Çĕнтерÿçĕсемпе малти вырăна йышăннисене тата вĕсен ертÿçисене Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн 20 çулхи юбилей каçне уявламашкăн пыма йыхравланă. Вĕсене уяв сцени çине хăпартса пĕрлĕхĕн Дипломĕсемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Уяв тĕрлĕ çулсенче Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тивĕçнĕ лауреатсен пултарулăх концерчĕпе вĕçленчĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 751 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 2
0  
1 Асьтаха   (02.03.2010 13:23) [Материал]
«Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхе — 20 çул» — вырăсла шухăша чăваш саспаллисемпе çырни пулать! Чăвашла вара — «Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх — 20 çулта» пулмалла.

0  
2 mixaj_58   (02.03.2010 17:25) [Материал]
Килĕшетĕп. Ÿкерекенни ăна чухламан пулмалла.



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz