Красноармейски район сайчĕ виçĕ чĕлхепе ĕçлеме пуçларĕ. Вырăсли официаллă ĕçлĕ сайт шутланать, ăна, паллах, район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем тытса пыраççĕ. Чăвашлине вара Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010-мĕш çулхи стипендиачĕ йĕркелесе пырать. Вăл Красноармейскинчи 2-мĕш шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет. Алеша Пĕтĕм тĕнчери веб-сайтсен конкурсĕн çĕнтерÿçи те. Сайт редакторĕ тата администраторĕ - çак шкултах чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов. Акăлчан чĕлхипе сайт тытса пыма вара çăмăлах мар. Анчах та çак пархатарлă ĕçе Красноармейски 2-мĕш шкулĕнчи 8-мĕш класра вĕренекен Никифорова Анастасия пуçăннă. Ăна амăшĕ (сайт редакторĕ, Упи шкулĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентекен Никифорова А.С.) пулăшса пырать.
Сăмах май, ку пулăм Чăваш Республикипе пĕрремĕш темелле. Ытти район сайчĕсем вырăсла кăна (уйрăм статьясене шута илмесен). Ман шутпа, темиçе чĕлхеллĕ сайт тума йывăр мар, ăна йĕркелеме пуçаруллă çынсене çеç тупмалла. Тавах çак маттур
...
Малалла вула