Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов Наци телерадиокомпанийĕн тин çеç суйланнă çĕнĕ пуçлăхĕпе Александр Магаринпа тĕл пулса ăна конкурс витĕр тухса çĕнтернĕ ятпа саламланă, малашнехи ĕçре ăнăçу суннă. Ертÿçĕсем Наци конгресĕпе Наци телерадиокомпанийĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртнă, телевиденипе те, радиопа та Конгресс ĕç-хĕлне тăтăшах çутатса тăмалли çинчен калаçса татăлнă. Наци телерадиокомпанине икĕ радио тата пĕр телеканал кĕрет: "Наци радиовĕ", "Тăван радио", "Наци телевиденийĕ". Компани çулталăка яхăн яваплă пуçлăхсăр ĕçлерĕ. Халĕ вара Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви иккĕмĕш хут конкурс ирттерсе ыйтăва татса пачĕ, Чăваш Республикин Наци телерадиокомпанине ертсе пыма Наци библиотекин "Кĕнеке палати" пайĕн пуçлăхне Александр Магарина суйларĕç. Конкурс комиссине хальхинче обществăлла организацисен представителĕсене те кĕртрĕç, вĕсен шутĕнче Чăваш Республикин Общество палати, "Халăх фрончĕ" обществăлла юхăм тата Чăваш наци конгресĕ. Конгресс ячĕпе унăн пĕрремĕш вице-президенчĕ - Ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Валерий Клементьев сасăланă.
Çыпăçтарнисем: |